Вăрнар районĕ: çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕсем июлĕн 17-мĕшĕнче вĕçленеççĕ. Универсиада таблицин чи пĕрремĕш йĕркинче – Раççей команди. Унăн – 130 ылтăн, 67 кĕмĕл, 57 бронза медаль.

Тутарстан тĕп хулинче Чăваш ен пикисем те çитĕнÿ тунă. Акă Алина Прокопьева 10000 метр тата çурма марафон чупса виçĕ медаль çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан хăвăрт утас енĕпе спортăн тĕнче класлă мастерĕ Ирина Юманова Универсиадăн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. Лондонри Олимп вăййисене хутшăннă Кристина Савицкая нумай енлĕ кĕрешÿре пиллĕкмĕш вырăна тухнă.

Шăмат кун кавир çине ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсем тухнă. 51 килограмлă виçере Чăваш ен спортсменки Екатерина Краснова бронза медале çĕнсе илнĕ.

Чăваш енĕн тепĕр спортсменки Антонина Савельева сĕтелçи теннисла выляса пысăк çитĕнÿ тунă. 26 çулти теннисистка Раççей командин пухмачне икĕ «бронзăпа» пуянлатнă.



17 июля 2013
12:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter