Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикин Тĕп управленийĕн VI Спартакиади йĕркипе мини-футбол енĕпе ăмăртусем иртнĕ

Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикин Тĕп управленийĕн VI Спартакиади йĕркипе республикăри пушар чаçĕсен командисем хушшинче мини-футбол енĕпе вăйăсем иртнĕ. Ку ăмăртусем пушар хуралĕн сотрудникĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарас, пысăк спорта явăçтарас, вăйлă та пултаруллă спортсменсене тупса палăртас тĕллевлĕ.

Спартакиадăна хутшăнакансем мини-футболла икĕ тапхăрпа вылянă. Тĕрлĕ ушкăнсене пайланă командăсем малтанах хăйсен зонисенче çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Вăрнарти «Химик» стадионта иртнĕ вăйăсенче Канашри, Йĕпреçри, Çĕрпÿри, Куславккари, Сĕнтĕрвăрринчи, Вăрмарти тата Вăрнарти спортсменсем тĕл пулнă.

Хĕрÿ тупăшусенче чи нумай очко пухса Канашри 15-мĕш пушар чаçĕн ушкăнĕ пурне те кая хăварма пултарнă. Иккĕмĕш вырăнта – йĕпреçсем, виççĕмĕшне çĕрпÿсен команди йышăннă.

И.ЯКОВЛЕВА



17 июля 2013
13:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter