Бюджет - пуянрах

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинче пĕтĕмпе те икĕ ыйту çеç пулчĕ. Анчах иккĕшĕн те пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕрин - уйрăмах: ларура республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç.

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков республика бюджетне пысăклатма йышăнни федерацин каялла тавăрса памалла мар йĕркепе килекен хушма укçипе сăлтавланнине пĕлтерчĕ. Çапла вара çĕнетнĕ бюджетăн тупăш виçи 34,8 млрд тенкĕ ытларах пулать. 4,9 млрд тенке яхăн хушăнать - ÿсĕм 16,3% танлашать. Тăкаксен параметрĕ 39 млрд тенкĕ урлă каçать, кунта хушăм 26,1% шайĕнчех.

Михаил Геннадьевич хушма укçа бюджетăн хăш статйисене тĕревлеме каяссине пайăррăн палăртрĕ. Çав шутра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх 935 млн тенкĕ илет. Социаллă инфратытăм валли - 1,1 млрд тенкĕ. Кунта - ача сачĕсем тăвасси, вĕсене, коммуналлă инфратытăм объекчĕсене юсасси, физкультурăпа спорт комплексĕсене оборудованипе тивĕçтересси... Граждансен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетме - тата 290 млн тенке яхăн. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем те хушма пулăшу илĕç. Информаципе навигаци тытăмĕсене аталантарма, çынсене юхăннă çуртсенчен куçарма та хушма укçа пулать.

Республикăн агропромышленноç комплексне патшалăх енчен пулăшмашкăн тата 915 млн тенке яхăн хушăнать. Вице-премьер çак кунсенче Мускав АПКна тĕревлеме уйăракан укçана регионсем тăрăх валеçессине пăхса тухни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш Ен те укçа илет - 236 млн тенкĕ ытларах. Çапла вара республикăн ял хуçалăхне пулăшмалли виçе пĕтĕмпе 1,3 млрд тенке яхăн хушăнмалла. Чăн та, шăпах АПК тĕлĕшпе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн ыйту çуралчĕ: «236 млн тенкĕ - Мускав ял хуçалăхне пулăшса уйăрма шантарнă 42 млрд тенкĕ шучĕпе-и?» Финанс министрĕ хуравланă тăрăх - маларах республика АПК валли илмелли федераци укçи пĕлтĕрхинчен 30% таранах пĕчĕкрех пулнă. Халĕ уйăракан укçа вара шăпах пĕлтĕрхи шая тухма май парать.

Ку хурав тулли пулманнине кура-тăр тепĕр вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов сăмах илчĕ. Мускав шантарнă 42 млрд тенке регионсен шучĕ çине пĕрешкел виçепе пайласан вăтамран 400 млн тенкĕ патнелле тухмалла. «Пирĕн вара çĕр лаптăкĕсем пĕчĕкрех - çакна шута илнĕ-тĕр...» - терĕ вăл. Çав вăхăтрах Раççей Ял хуçалăх министрĕ Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕпе çыхăннă тата икĕ программине ырланине пĕлтерчĕ. Вĕсем - хăмла туса илессине тата мелиорацие аталантармаллискерсем. Чăн та, çав программăсемпе мĕн чухлĕ укçа уйăрассине татăклăн çирĕплетмен-ха.

Пур пĕрех Мускав чăваш хресченне сахалрах укçа парса кÿрентернĕ пек туйăм юласран сыхланса-тăр М.Игнатьев та сăмах хушрĕ. Вăл каланă тăрăх - нумаях пулмасть иртнĕ канашлура çĕр-шыв Правительствин ертÿçи Дмитрий Медведев ку ыйтăва пайăррăн çĕкленĕ. 42 млрд тенке туллин валеçмен-ха, 22 млрд тенке çеç регионсене панă... Çакна шута илсен, паллах, пире пама палăртнă укçа виçи ыттисеннинчен пĕчĕк тесе ÿпкелеме иртерех-тĕр. Кун хыççăн ПК спикерĕн те ыйту текех пулмарĕ.

Сăмахне тăснă май М.Ноздряков республика бюджечĕн наци экономикипе, ЖКХпа, вĕрентÿпе, социаллă политикăпа çыхăннă тăкакĕсем ÿсесси çинчен каларĕ. Патшалăх тăкакĕсем, патшалăх парăмне татма каякан расхут пĕчĕкленет. Перекетленекен укçа муниципалитетсем, АПК, аэропорт ĕçĕ-хĕлĕ, ытти валли кайĕ. «Укçа-тенкĕ уйăрассине лару-тăрăва кура палăртрăмăр, - терĕ вăл. - Паян республикăн хăйĕн тупăшĕсене пысăклатмалли майсем çук, çавна май чи малтан татса памалли ыйтусене тĕпе хурас терĕмĕр - ку енĕпе çивĕчлĕх пулмалла мар».

Бюджета пысăклатмалли тивĕçлĕ саккун проектне ырласа Патшалăх Канашне тишкерме памашкăн йышăнчĕç. Ларура çавăн пекех ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне улшăнусем кĕртессине те «симĕс çутă» пачĕç. Вăл та пысăкланать - 144 млн тенкĕлĕх, пĕтĕмĕшле виçи 9 млрд тенкĕ урлă каçать. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова васкавлă медпулăшу валли килекен трансфертсен виçи ÿсессине палăртрĕ. Çавăн пекех медиксен ĕç укçи хушăнассине те шута илнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 июля 2013
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter