Пурнăç çулне алла-аллăн тытăнса утса тухакансем

Чăваш Сурăм ял тăрăхěнче пěр-пěринпе туслă, килěштерсе пурăнакан çемьесем сахалах мар. Пурнăç çулне алла-аллăн тытăнса утса тухакансем те чылай. Çавсен шутěнче – Мăн Шěвěшри Александр Николаевичпа Мария Ивановна Мироновсем. Хисеплě мăшăр 50 çул пěр-пěринпе килěштерсе пурăнать. Савăнăçа та, хуйха-суйха та яланах пěрле пайланă вěсем. Ултă ачана – виçě хěрпе виçě ывăла – кун-çути парнеленě. Пурнăçăн анлă çулě çине кăларнă. Ÿссе çитсен хěр шутне кěрсен Галя хěрě вилни ашшě-амăшěн чěрине хытах амантнă.

Мěн тивěçлě канăва тухичченех Мария Ивановнăпа Александр Николаевич Мироновсем тăван хуçалăхра ěçлерěç. Халě те алă усса лармаççě. Кил таврашěнчи чылай ěçе Юра ывăлěпе тата Люба кинěпе пěрле пурнăçлаççě. 11 мăнукě ватăсене хавхалану кÿреççě. Иртнě кунсенче Элěк район администрацийěн ЗАГС пайěн начальникě М. Николаева Мироновсене ылтăн туй ячěпе саламларě, тав хучěпе чысларě. (Элěк районě)



18 июля 2013
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter