XXVII Пĕтĕм тĕнчери студентсен çуллахи Универсиадине хутшăннă спортсменсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев XXVII  Пĕтĕм тĕнчери студентсен çуллахи Универсиадине хутшăннă спортсменсемпе, вĕсен тренерĕсемпе тата ăмăртăвăн хăш-пĕр судйисемпе тĕл пулнă. Пĕтĕм тĕнчери студентсен çуллахи Универсиади вĕçленчĕ пулин те унти ăмăртусем, командăсемпе уйрăм спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен каламалли нумай. Республика Пуçлăхĕ спортсменсене пысăк çитĕнӳсемшĕн тав тунă. Спортпа ĕçе юратнипе чăваш халăхĕ  яланах уйрăлса тăнине каланă. Паян çитĕнекен ăру çакăн пек çӳллĕ шайри  спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерӳçисен тĕслĕхне курса çитĕннине палăртнă. «Медалье çĕнсе илессишĕн ăмăртни çынсенче кăмăл-сипет енчен вăйлатать, çĕнтерӳ патне туртăнас туйăма çуратать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 10000 метр тата çурма марафон чупса виçĕ кĕмĕл медалье тивĕçнĕ СССР тава тивĕçлĕ тренерĕн Михаил Кузнецовăн вĕренекенĕ Алина Прокопьева республикăра пурăнакансене хăйне йывăр вăхăтра пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă. Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе 51 килограмлă виçере Мускаври юридици институтĕнче вĕренекен спортăн тĕнче класлă мастерĕ Чăваш Ен спортсменки Екатерина Краснова пăхăр медалье çĕнсе илме çăмăл пулманнине, ăмăртусенче мĕнле тупăшни çинчен каласа кăтартнă. Екатерина авăн уйăхĕнче Венгрире ирттерен тĕнче чемпионатнĕнче ирĕклĕ мелпе кĕрешсе  хăйĕн çитĕнĕвĕсене çĕнетме тĕллев лартнине асăннă. Пирĕн  ентешсем Раççей пĕрлештернĕ командинче пурĕ çиччĕн пулнă. Вĕсем пурĕ 9 медалье тивĕçнĕ. Вĕсенчен - 2 ылтăн, 4 кĕмĕл, 3 пăхăр медаль. Михаил Игнатьев пĕр хутчен парса пулăшакан укçан илмелли сертификата спортсменсемпе вĕсен тренерĕсене парса чысланă. Тĕплĕнрех



18 июля 2013
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter