Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта çуртсем хушшинче ирттерекен юсав ĕçĕсемпе паллашнă

 Утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Кадыков урамĕпе 9-мĕш Пилĕкçуллăх проспектĕнче çуртсем хушшинче ирттерекен юсав ĕçĕсемпе паллашнă. 9-мĕш Пилĕкçуллăх проспектĕнче 32, 32/1№-лĕ çуртсен лаптăкĕсенче кăçалхи çул 550 кв.м вырăна çĕнетсе ылмаштарма палăртнă. Юсав ĕçĕсен хакĕ 454 пине кайса ларĕ. Вĕсенчен республикăн Çул-йĕр фондĕнчен – 363,2 пин тенкĕ, муниципаллă бюджетран 90,8 пин тенкĕ куçарма пăхса хăварнă. Кадыков урамĕнчи 11-мĕш çуртăн ятарлă вырăнĕсенче лаптăксене пĕтĕмпех çĕнетсе ылмаштарнă. Ĕçĕн  хакĕ пĕр миллон та 187 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕтĕмĕшле тăкакланнă виçерен - 949,6 пин тенки Чăваш Енĕн Çул-йĕр фондĕнчен куçнă, вырăнти бюджет 237 пин те тватçĕр тенкине  саплаштарнă. Муниципалитетăн бюджет укçипе  кунтах ачасене вылямалли тата спорт хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Çӳлерех асăннă çуртсенче пурăнакансем республика, хула ертӳçисене пысăк тимлĕх хăйсем патне уйăрнишĕ чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Михаил Игнатьев Шупашкарта пурăнакансен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене итлесе пĕтернĕ хыççăн, вĕсене тăван хула  тирпейлĕхĕшĕн кашнин тăрăшмаллине асăнса хăварнă. «Çуртсен хушшисем  асфальтсемпе витĕнеççĕ, автомашинăсем лартмалли вырăнсем çĕнĕ технологипе çĕнелсе илемленсе пыраççĕ. Тавралла илемлĕ чечексем лартасси çеç юлать. Кашни çыннăн хăй пурăнакан вырăна вăхăтра тирпейлесе пăхса тăма пĕлмелле. Ун чухне тин эпир тавралăха тирпей-илем кĕртесси ĕçе хисеплеме вĕренĕпĕр», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Михаил Игнатьев строительсене производствăра йĕркене пăхăнса ĕçлеме, хула ертӳçисемпе вырăнта пурăнакансенчен ĕçĕн пахалăхне тата подрядлă организацисене лартса панă графика пăхăнса пынине сăнаса тăма хушса хăварнă. 2011-мĕш çултан пуçласа Шупашкарта çуртсен территорийĕсене пысăк юсав ĕçĕсем ирттерме тытăннă. Икĕ çул хушшинче 344 çуртăн таврари  лаптăкĕсене çĕнĕрен асфальт туса сарнă. Нумай хутлă пурăнмалли çуртсем патне илсе çитерекен çулсене тирпейлесе тăма май паракан муниципалитетсен тĕллевлĕ программипе 2013 çулта - 59,2 млн. тенкĕ , унсăр пуçне республикăн Çурт-йĕр фондчĕн шучĕпе 46,3 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Кăçалхи çул Республика кунне хатĕрленсе 139 çуртсен хушшинчи лаптăксене, 84 - ачасем вылямалли, спорт валли уйăрнă ятарлă вырăнсене çĕнетме,  54 парковка çĕнĕрен туса  хута яма палăрнă. Программăна пурнăçа кĕртес ĕç çитес çул та тăсăлĕ. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ Шупашкарта Восточнăй поселокĕнче вырнаçнă «Бригантина» ачасене хушма пĕлӳ паракан сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ центрне çитсе килнĕ. Паян лагерьте виççĕмĕш смена уçăлнă. «Раççейпе Чăваш Енĕн пуласлăхĕ сирĕнтен килет. Хăвăрăн вăя яланах шанăр, аçăрпа-аннĕрсен, вĕрентекенĕмĕрсен сăмахĕсене лайăх итлесе ăша хыма тăрăшăр. Çĕр-шывăмăршăн юрăхлă çынсем пулса çитĕнĕр», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев лагере килнĕ ачасене.  Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ лагерь пурнăçĕпе паллашнă май, медицина, ачасене апатлантаракан вырăнсене пăхса çаврăннă. Центрăн ĕçченĕсене лайăх ĕçлесе пынишĕн тав туса хăварнă. Тĕплĕнрех



18 июля 2013
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter