Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Куславкка районĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка ройонĕнче ĕçлĕ çул çӳревре пулнă. Республика Пуçлăхĕ районта Василий Семенов хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе паллашнă. Хуçалăхра çĕр улмипе хăяра çĕнĕ технологи мелĕпе пуçтарса кĕртеççĕ. В.Н.Семеновăн КФХ хуçалăхĕнче çулсерен пахча-çимĕç йышăнкан çĕр лапăкĕсене ӳстерсе тата çĕнетсе пырса пысăк тухăç илеççĕ.  Теплицăсенче вăрлăха акса калча  çитĕнтереççĕ, кайран ăна ӳстерсе пахча çимĕç туса илессипе тимлеççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен паха таварсене Чăваш Енре кăна сутмаççĕ,  республика тулашне те ăсатаççĕ. Çитес вăхăтра тавара Ульяновск облаçне вырнаçтарма палăртса хунă. «Ку тĕслĕхе курса килленни - предприниматель шăнăрлăхне туйса, пĕлсе çĕнĕ йышши технологисене пăхăнса пыни, паянхи пирĕн фермерсем лайăх кăтартусемпе ĕçлесе пынине çирĕплетеççĕ. Мĕн пурри çинче чарăнса тăмаççĕ, тавар çаврăнăшне ӳстерсе пырса производствăна аталантараççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Михаил Игнатьев районта вăтам пĕлӳ паракан Тĕрлемесри шкула та çитсе килнĕ. Куславкка районĕнче тĕслĕхлĕ малта пыракан шкулăн пурлăхпа техника бази пуян. Пĕлтĕрхи çул шкул пысăк калăпăшлă блок системисене туяннă. Телее вĕсене пула, NetSchool электронлă дневниксем йĕркелесе яма май килнĕ. Машинăсен паркне те пĕтĕмпех çĕнетнĕ, сусăрланнă çынсене валли шкула кĕмелли çĕрте ятарласа пандуссем туса çирĕплетнĕ. Тĕрлемесри муниципаллă пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул директорĕ Марина Арзамасова хăйĕн сăмахĕнче шкула тата та пысăклатмаллине асăннă. Сăлтавне те çийĕнчех каласа хăварнă. Кăçалхи çул Тĕрлемс ялĕнче çуралакансен йышĕ курăмлăнах ӳсесси çинчен хыпара пĕлтернĕ.  Шкулта хушма пӳлĕмсем: вулавăш, медицина, пуçламĕш классенче вĕренекенсем валли, ĕç урокĕсене ирттермелли классем çитменнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ««Автофургон» пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Производства 2005 çултан пуçласа Куславккари автофургонсен комбинатĕнчен туяннă производство цехĕсенче транспорт хатĕрĕсем туса кăлараççĕ: ГАЗ, КамАЗ, «Урал», КрАЗ никĕсĕ çинче ятарлă тĕллевлĕ автомобильсем тăваççĕ , унсăр пуçне оборона комплексĕ валли те хатĕрсем калăпласа кăлараççĕ.  2013 çулăн пĕрремĕш çур çуллăхĕнче промышленноç производствин калăпăшĕ  пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан 15 процента çити ӳснĕ. Пысăк квалификациллĕ инженерсемпе специалистсем тата вĕсем çĕнĕ технологисене пăхăнса ĕçлесе пынине кура, уйрăм ыйтса туянакансен кăмăлне пахалăх енчен тĕрлĕ модификациллĕ автофургонсемпе тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Юлашкинчен çур çӳреве вĕçленĕ хыççăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсемпе тата Куславкка активĕпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтăва – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕн 7 - мĕшĕнче  кăларнă Указĕсем еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен канашланă. Тĕплĕнрех



18 июля 2013
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter