Элĕк районĕ: уявра спорт лапамě те нумайăшне илěртрě

Сурăм тăрăхěнче пурăнакансемшěн Питрав уявě уйрăмах пěлтерěшлě. Ăруран ăрăва куçать ăна паллă тăвассии. Аслă ăрури çынсем пěлтернě тăрăх, 18 ěмěр вěçěнче ăна пуçласа уявлама тытăннă, Петрпа Павел çветтуй апостолсене халалланă. Çак кун Чăваш Сурăм тăрăхěнче пурăнакан кашни çемьерех така пусса шÿрпе пěçереççě, тутлă апат-çимěç янтăлаççě, тăванěсене хăнана пуçтараççě. Чăваш Сурăмěнче кăçал та йышлăн пухăнчěç. Суту-илěве анлă йěркеленě. Пěчěккисене тěрлě теттесем, вăйăсем илěртрěç пулсан, аслисем спорт вăййисенче хăйсене тěрěслеме пултарчěç.

Кăнтăрла иртсен Чăваш Сурăм ял тăрăхěн пуçлăхě П. Павлов, Питрав уявě пуçланнине пěлтерсе, пухăннисене саламларě.

- Чăвашсурăмсем пуçарулăхпа палăрса тăраççě. Малашлăха çирěп пăхаççě. Ял тăрăхěн территорийěнче вăйлă аталаннă хуçалăх пурри уйрăмах пěлтерěшлě. Унта тăрăшакансем тивěçлě шалу илеççě. Çěнě çемьесем чăмăртанаççě, ачасем çуралаççě, çуртсем çěкленеççě. Тăрăшуллă ěçченсене малашне те çитěнÿсем сунатăп, тав сăмахě калатăп, - терě район администрацийěн пуçлăхěн ěçěсене туса пыракан Лидия Михайловна Никитина.

Районти депутатсен Пухăвěн председателěн çумě Николай Сергеев «Новый путь» ял хуçалăх предприятийě çулсеренех производствăна çěнě технологи  кěртнине, çуртсемпе фермăсем çěкленине ятарласа палăртрě, уяв ячěпе саламларě. «Новый путь» хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев ěçре малта пыракансене ятран асăнчě, тăрăшулăхшăн тав турě. Питрав уявěнче чылай çул пěрле килěштерсе пурăнакансене те чысларěç. Кăçал Чăваш Сурăм ял тăрăхěнче Анатри Хурасанти Левпа Любовь Димитриевсем, Юлăшри Виталийпе Зинаида Багровсем, Шуркассинчи Валерийпа Валентина Афанасьевсем кěмěл туйěсене паллă тăваççě.

Районти ЗАГС пайěн начальникě Мария Николаева Василисăпа Николай Игнатьевсене, Валентинăпа Александр Васильевсене, Нинăпа Иван Владимировсене ылтăн туй ячěпе парнесем парса чысларě.

Мăн Шěвěшри Гликерия Романова та тимлěхсěр юлмарě. 94-ри ватă ял тăрăхěнче чи асли шутланать. Тури Хурасанти Анна Максимова – чи кěçěнни, вăл 2013 çулхи утă уйăхěнче кун çути курнă.

Юрра-ташша кăмăллакансем Шупашкартан килнě «Хурăнташ» ушкăнăн пултарулăхěпе киленчěç.

Уявра спорт лапамě те нумайăшне илěртрě. Волейбол турнирне Муркашран 3 команда, Красноармейскинчен, районтан икě команда хутшăнчěç. Пěрремěшпе иккěмěш вырăнсене Муркашсем тивěçрěç пулсан, Элěксем виççěмěшсем пулчěç. Кире пуканě йăтассипе те Муркаш çамрăкěсене çитекенни пулмарě. Шахмат турнирě те хěрÿ иртрě. Муркаш, Çěрпÿ, Элěк, Красноармейски районěсенчен пухăннă шахматçăсем вăй виçрěç. Пěрремěшпе иккěмěш вырăнсене çěрпÿсем тивěçрě, виççěмěшě – Ехремкассинчи В. Ефимов.

 



18 июля 2013
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter