Хĕрлĕ Чутай районĕ: пирĕн ĕçе хакланă

Июлĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта Тĕп врач кунĕ иртнĕ. Лару ЧР Сывлăх сыхлав министерстви республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче сывлăх сыхлавĕн патшалăх учрежденийĕсен ĕç-хĕлне çутатас тĕлĕшпе иртнĕ конкурса пĕтĕмлетнинчен пуçланнă.

Алла Самойлова министр асăннă конкурсăн икĕ номинацийĕнче çĕнтернисене Тав çырăвĕсем тата парнесем парса чысланă. Палăртма кăмăллă, «Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли Программăна регионта пурнăçланине çутатакан чи лайăх материал» номинацире Чăваш Ен Информаци политикин министерствин «Хĕрлĕ Чутай районĕн «Пирĕн пурнăç» хаçат редакцийĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă.

«Пирĕн пурнăç» район хаçачĕн пултарулăх ĕçченĕсем сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă пулăмсене çутатсах тăраççĕ. Асăннă конкурсра палăрма пултарнинче Альбина Замуткинапа Анна Васюкова корреспондентсен, Алина Карпова пай редакторĕн тÿпи пысăк.



18 июля 2013
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter