Мăн аслашшĕсен çĕрĕнче каннă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе 2005 çултанпа диаспорăри шкул ачисем çуллахи вăхăтра Чăваш Енре канаççĕ. Кăçал «Хĕрлĕ парăс» лагерьте Раççей Федерацийĕнчен тата ют çĕр-шывсенчен килнĕ 45 ача сывлăхне çирĕплетнĕ.

Хăнасемпе туслă çыхăну йĕркелеме, тĕрлĕ ыйтупа калаçма Чăваш Енри 9 ачана та çак йыша кĕртнĕ. Пушкăрт, Мари, Тутар республикисенчен, Беларуçрен, Эрĕнпур, Пенза, Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Мускав хулинчен килнĕскерсене чăваш халăх культурипе, историпе, чĕлхипе паллаштарнă.

Лагерьте канакансем валли «Эткер» этнокультура программи ĕçленĕ. Унпа килĕшÿллĕн ăс-тăна аталантаракан, культура мероприятийĕсем, конкурссемпе викторинăсем ирттернĕ, паллă çынсемпе тĕл пулнă, республикăри музейсене, предприятисене çитсе курнă.



18 июля 2013
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter