Йăлтах - халăх ырлăхĕшĕн

Виçĕм кун Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ЧР экономикин модернизаципе технологие аталантаракан канаш ларăвĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсене епле пурнăçланипе паллаштарчĕç.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков указсемпе килĕшÿллĕн çĕр-шыври субъектсен 37 хушăва пурнăçламалли çинчен пĕлтерчĕ: 2012 çулта - 25, кăçал - 6, ыттине - 2014-2018 çулсенче. 22-шне туллин пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Палăртнисенчен пĕри Раççей гражданĕсене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă. Коммуналлă хуçалăх объекчĕсен энергоэффективлăхне ÿстерес тата модернизацилес тĕлĕшпе ЖКХ тытăмне инвестицисем хывмашкăн ырă условисем туса парасси малалла пырать.

Чăваш Республикин «2012-2020 çулсенчи экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики», «2013-2020 çулсенче пĕлÿ парассине аталантарасси», «Чăваш Ен культури - 2012-2020 çулсенче», «2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшасси» тата ытти программăна улшăнусем кĕртнĕ. Культура, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, ытти енĕпе те «çул карттисем» хатĕрленĕ.

Çĕнĕ программăсем йышăнни ЧР Пуçлăхĕн усламçăсен ĕçне аталантармалли çинчен, çурт-йĕр тума хавхалантаракан хушма мерăсем çинчен, çамрăксене Патшалăх премийĕ памалли çинчен, ялсенчи сывлăх сыхлав учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси çинчен, çемьере виççĕмĕш тата малалла та ача çуратсан уйăхсерен укçа тÿлесси çинчен, бюджет тытăмĕнчи уйрăм категори ĕçченĕсен ĕç укçине хăпартса пырасси çинчен калакан указĕсене тĕллевлĕн пурнăçлама май парать.

Инженерсем, квалификациллĕ рабочисем çитменрен чылай промышленноç предприятийĕнче специалистсене вырăнтах хатĕрлеççĕ. Бизнеса, усламлăха аталантарма, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерме муниципалитетсенче «Пĕр чÿрече» йĕркепе ĕçлекен нумай функциллĕ центрсем уçăлаççĕ. Республикăра вĕсем 25 пулмалла. Кăçалхи 6 уйăхра 116 ĕçтеш çынсенчен 110 пин ыйту йышăннă.

Республикăра тĕрлĕ тытăмри вун-вун çын ĕç вырăнĕллĕ пулнă, шалăвĕ ÿснĕ. Алексей Табаков экономикăра çитĕнÿсене пайăррăн асăнни, çав вăхăтрах çитменлĕхсем пирки сахал калани Михаил Игнатьева килĕшмерĕ пулас, министра пÿлсе: «Машинăсем тăвасси чакни пирки мĕншĕн каламастăн?» - терĕ.

РФ Президенчĕн «Сывлăх сыхлавĕн сферинчи патшалăх политикине лайăхлатасси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче «Сывлăх сыхлавне 2013-2020 çулсенче аталантарасси» патшалăх программине йышăннă. Халăхпа çыхăну тытма «Сывă Чăваш Ен» медицина порталне туса хунă. Тĕплĕнрех кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каларĕ. «Пирĕн пĕтĕм кăтарту курăмлă, - терĕ Алла Владимировна. - Çулталăк вĕçленнĕ тĕле çуралакансен йышĕ вилекенсенчен иртмелле. Чĕрепе, туберкулезпа чирлекенсен шучĕ чакрĕ. Шел те, çуралакансен хисепĕ, тĕпрен илсен, çемьере çут тĕнчене виççĕмĕш ача килнипе ÿсет. Çивĕч ыйтусенчен пĕри - сыватмăшсене специалистсемпе тивĕçтересси».

ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлÿ парасси епле пурнăçланнине пĕлтерчĕ. Шкултан ытла унăн çулне çитменнисен ыйтăвĕ çивĕч. 2013 çулхи çĕртме уйăхĕ тĕлне ача сачĕшĕн 1,5 çултан иртнĕ 18,4 пин шăпăрлан черетре тăнă, 88,1% - 1,5-3 çулсенчисем. 3-7 çулсенчи ачаллă 2201 ашшĕ-амăшĕн ыйтăвне тивĕçтереймен-ха.

Кăçал 1795 вырăнлă 11 ача садне хута ямалла. Тата 4-шне çĕнĕрен тăваççĕ, вĕсем 893 вырăнлă пулĕç. Çак тĕллевпе 507 млн тенкĕ уйăрнă.

«Çул карттисем» кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3-7 çулсенчи мĕн пур ачана садикпе тивĕçтерме май парĕç. Шкул çулне çитменнисен учрежденине 1,5-3 çулсенчи шăпăрлансен 60% ытла çÿрĕ.

Владимир Николаевич педагогсен шалăвĕ ÿснине палăртрĕ, вăл тапхăрăн-тапхăрăн татах хăпарĕ.

ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов Указсем йăлтах халăх ырлăхĕшĕн ĕçленине, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансен те ĕç укçи пысăклансах пынине пĕлтерчĕ. Пултарулăх проекчĕсен грант виçи те 2-рен 2800 пин тенке çити ÿсет. Вадим Петрович куравсем пирки те аса илчĕ. «Çулталăк вĕçлениччен вĕсене юбилейсене халалласа татах йĕркелетпĕр», - терĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков граждансене хăтлă хваттерпе тивĕçтересси, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси мĕнле пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Çурт тума 82 лаптăкра 301 гектар çĕр уйăраççĕ, 47-шĕ - экономика класĕ валли. Нумай ачаллă çемьесем валли уйăракан çĕр лаптăкĕсен инфратытăмне лайăхлатма 2013 çулта республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче 12 млн тенкĕ пăхса хăварнă, унсăр пуçне çак тĕллевпе бюджет тулашĕнчи çăл куçсене те явăçтараççĕ.

ЧР Патшалăх çурт-йĕр фондне йĕркелесси малалла пырать: ку таранччен 1830 хваттерлĕх 16 объект тунă. 2009-2012 çулсенче 2 пин çемьене авариллĕ çуртран хăтлă хваттерсене куçарнă. Кăçал 4810 çемьене /е 12604 çынна/ пулăшма планланă.

Малта пыракан çĕнĕ технологисене республикăра ĕçе кĕртесси çинчен Алексей Табаков министр доклад турĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн «Инновациллĕ, вăл шутра технологиллĕ продукцине туянма хавхалантармалли мерăсем çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн инновациллĕ продукцие кăçал мĕн пур тавар калăпăшĕн - 7 процентĕнчен, 2014 çулта 10% кая мар туянмалла. Раççейри РОСНАНОпа пĕрле ĕçлекен 8 регионтан Чăваш Ен - виççĕмĕшĕ. Нанотехнологи продукцийĕн 6 тĕсне республикăра 9 предприяти туса кăларать. Виççĕшне - «Гален», «Элкон» ОООсене тата «Спектр» АХОна - пĕлтĕр патшалăх пулăшнă.

«Ăслă çурт» тата ытти проектсем пурнăçа кĕреççĕ. Республикăра туса кăларакан нанотехнологиллĕ продукципе РФ регионĕсенче анлă усă кураççĕ. «Гален» ООО таварĕпе, сăмахран, «Европа - Хĕвел анăç Китай» - автоçул тума.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 июля 2013
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter