Экономикăна аталантарасси - тĕп ыйту

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Куславкка районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă.

Малтанах вăл В.Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхне çитнĕ, хăяра механизациленĕ майпа пуçтарнипе паллашнă. Çак хуçалăх пахча çимĕç, çĕр улми çитĕнтерет. Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 252 гектар çĕр çинче 35 çын ĕçлет. Паянхи кун тĕлне 5 гектар çинчен ир çитĕнекен купăстана пухса кĕртнĕ - пĕтĕмпе 225 тонна. Сăмах май, пĕлтĕр кунта пахча çимĕç, уйрăмах купăста питĕ ăнса пулнă. Уйрăм лаптăксенче - гектартан 1,5 пин центнер.

Хуçалăх пахча çимĕç, çĕр улми лаптăкĕсене çуллен пысăклатса пырать. Хусанти пасарта хăйĕн лавкки пур. Çитĕнтернĕ продукцие вырăнтах тирпейлеме тăрăшаççĕ. Çакă, паллах, пысăкрах тупăш илме май парать. Кăçал икĕ склад тунă, çак тĕллевпе Россельхозбанк кредичĕпе усă курнă. Кăçал кăна 18 млн ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Чăннипех - тĕслĕх вырăнĕнче.

Тĕрлемесри шкулта Михаил Игнатьев юсав ĕçĕсемпе, çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе паллашнă. Çак вĕренÿ заведенийĕ «Ташлакан шкул» проектăн никĕс площадки шутланать, патшалăхăн тĕрлĕ программине хутшăнать. Çав шутра автоматизациленĕ комплекслă вĕренÿ тытăмне ĕçе кĕртмелли пилот площадки пулса тăрать.

Кунта 274 ача вĕренет, вĕсене паха пĕлÿ параççĕ, çакна Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн кăтартăвĕсем те çулленех çирĕплетеççĕ. Çавăнпах кунтан вĕренсе тухнисем аслă шкулсене йышлăн кĕреççĕ. Пултаруллă ачасемпе пайăррăн ĕçлеççĕ. Марина Арзамасова директор шкулти юсав ĕçĕсем çинчен каласа панă. Педагогсем ЧР Пуçлăхĕпе калаçнă май ĕç укçин ÿсĕмĕпе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ. Кунта çулталăкăн пĕрремĕш çурринче педагогсен вăтам шалăвĕ 20,99 пин тенкĕпе танлашнă.

Республика ертÿçи «Автофургон» ОООра та пулнă. Куславккари автофургонсен комбинатĕнчен туяннă производство цехĕсенче транспорт хатĕрĕсем туса кăлараççĕ: ГАЗ, КамАЗ, «Урал», КрАЗ никĕсĕ çинче ятарлă тĕллевлĕ автомобильсем тăваççĕ. Вĕсемпе промышленноçăн тĕрлĕ отраслĕнче, тĕрлĕ климат условийĕсенче ăнăçлă усă кураççĕ. Малтан строительство материалĕсем, тимĕр-бетон конструкцисем хатĕрленĕ, 2005 çул вĕçĕнче вара кăткăсрах ĕçе пикеннĕ - халĕ кузов-фургон производстви кал-кал ĕçлет.

Инженерсемпе персонал квалификацийĕ пысăк, çакă çĕнĕ автофургонсем кăларма май парать. Ăнăçлă ĕçленине кура 3,7 пин тăваткал метр йышăнакан çĕнĕ икĕ цех çĕкленĕ, администраци çуртне юсанă, çĕнĕ оборудовани, 5 автомобиль туяннă. Кунта пĕлтĕр кăна 84-ăн тăрăшнă, паян вара 103 çын вăй хурать, ĕç вырăнĕсен шучĕ хушăнсах пырать. Тиесе ăсатакан продукци калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ. Ку енĕпе предприяти тÿпи районăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕнче çулталăкăн пĕрремĕш çурринче 30,2% танлашнă. Уйăхри вăтам ĕç укçи 11,5 пин тенке çитнĕ.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев район активĕпе канашлу ирттернĕ. Унта район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ертÿçисемпе, вырăнти депутатсемпе пĕрлех вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, вĕренÿ, экономика аталанăвĕн министрĕсем Владимир Иванов, Алексей Табаков тата ыттисем те хутшăннă.

Сăмах РФ Президенчĕн пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçласси тавра пынă. Шăпах вĕсене тĕпе хурса район администрацийĕ вырăнти бюджет сферин ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсен шалăвне ÿстермелли йышăнусем кăларнă. Райадминистраци пуçлăхĕ Валентин Колумб пĕлтернĕ тăрăх - ĕç укçине пысăклатасси план кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн пырать. Çакна ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та çирĕплетнĕ.

Канашлура çавăн пекех тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, ял хуçалăхне аталантарассипе, хаксен йĕркелĕвĕпе, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх сферипе, муниципалитет çĕрĕпе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе явнă. Районти сывлăх сыхлавĕнче врачсем çителĕксĕрри пирки те калаçу пулнă. Медицина ĕçченĕсенчен ытларахăшĕ - çулланнă çынсем. Çакă «Земство тухтăрĕ» программа районăн тĕп больницине пырса тивменнипе сăлтавланнă.

Демографи лару-тăрăвĕ енĕпе те çивĕчлĕх пур. Çавна май район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссийĕсен представителĕсем Алексей Агниашвили, Борис Якубов, Александр Гурьев тата ыттисем йывăрлăхран тухмалли сĕнÿсем панă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев экономикăна аталантарасси Куславкка районĕшĕн тĕп ыйту пулнине палăртнă. Çакă пĕтĕмпех управленирен, муниципалитет влаçĕ ĕçе пĕлсе йĕркеленинчен килет. 

 К. Васильев 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 июля 2013
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter