Муркаш районĕ: ыранхи куна пăхса ĕçлеççĕ

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма паха апат хатĕрлессипе çанă тавăрса ĕçлеççĕ. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕтĕмпе 7228 тонна (133 процент) утă, 7875 тонна (66 процент) сенаж, 1080 тонна (4 процент) силос хатĕрленĕ. «Путь Ильича» агрофирмăра, «Свобода», «Ударник», «Герой», «Восток» хуçалăхсенче технологие пăхăнса ĕçлесе сенаж траншейисене кĕске вăхăтра хупма та ĕлкĕрчĕç. Ку ĕçсем пур çĕрте те малалла пыраççĕ.

 Ир пулать те каç юлать, çĕрпе кун ылмашăнать, вăхăт малаллах иртет. Ĕçрен юлмасăр тимлесе çу варринчен те иртрĕмĕр. Вырма алăкран шакканă вăхăтрах хресчен ырана хăвармасăр выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлассипе тимлет. Ăна çителĕклĕ калăпăшпа та тулăх пахалăхпа янтăласси ĕç çине мĕнле яваплăхпа пăхнинчен  нумай килет. Çакна шута илсе иртнĕ кĕçнерни кун эпĕ «симĕç ĕç çи» хăвăртлăхĕпе тата пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕпе вырăнта паллашма «Свобода» пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн нумай çул ÿсекен курăксен хирне çитрĕм. Ăнса пулнă курăк улăх-çаранта хумлăн-хумлăн кашласа ларать. Çакăнта çитес хĕл валли ытлă-çитлĕ апат янтăлама май пуррине паян никам та хирĕçлеймĕ. Кăçалхи çанталăк условийĕсем те выльăх апачĕ янтăлассипе тухăçлă ĕçлеме ура хурса пымарĕç. Çакнашкал лару-тăрура пирĕн хушăмăрта ĕçе пĕлсе йĕркеленипе ÿсĕмлĕ вăй хуракансем пурри ырă кăмăл çуратать.

Кашмаш хыçĕнчи нумай çул ÿсекен курăк пуссинче иртен пуçласа таврана каç сĕмĕ çапичченех трактор-машина сасси чарăнмасть. Уй-хир бригадирĕ К. Яриков ертсе пыракан механизациленĕ бригада обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли сенаж хатĕрлессипе тимлет. Пилĕк таран ÿссе кайнă люцерна ани çинче Меркурий Димитриевпа Евгений Якимов механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă МТЗ-82 тракторсем хыçне кăкарнă курăка çулса ваклакан тата прицеп çине тиекен «Волга» агрегатсемпе çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ. Вĕсем патĕнчен тулли тиевпе уйрăлса каякан трактор-машинăсене пăхсан хуçалăх ĕçченĕсем çу кунĕсене юптарури пек юрласа-ташласа ирттерменни савăнтарчĕ кăна.

Эпир çитнĕ çĕре механизациленĕ бригада кăнтăр апатне чарăннăччĕ. Бригадăн пĕр ушкăнне эсир сăн ÿкерчĕкре куратăр. Хуçалăхри инженер-механик А. Смирнов (сулахайри) пĕрле пухăннă ĕçченсемпе ĕç хăрушсăрлăхĕпе калаçу ирттерчĕ. Калаçура механизаторсемпе водительсем хăйсем яваплăха туйнине ăнланнине палăртрĕç. Вĕсем (А. Смирновран малалла), курăк çулакан Меркурий Димитриевпа Евгений Якимов трактористсем тата сенаж турттаракан Кронид Ершов водительпе Герман Алжиров механизатор.

Хиртен Çатракассинчи сĕт ферми çывăхĕнчи сенаж траншейине çитрĕмĕр. Хиртен килнĕ ешĕл массăна пусăрăнтарассипе кунта Георгий Пугачевпа Александр Суриков пĕр чарăнмасăр вăй хуратчĕç. Траншейăна вара курăкпа тулли тиевлĕ транспорт килсех тăрать.

Ĕнерхи кун тĕлне «Свобода» хуçалăх ĕçченĕсем пĕр çын пек пулса 675 тонна (107 процент) утă, 1000 тоннăна яхăн сенаж янтăланă.

 



19 июля 2013
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter