Информаци пухассине хăвăртлатмалла

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа 1941-1945 çулсенчи вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусене хутшăннă ентешсем çинчен кĕнеке хатĕрлесе кăларассипе ĕçлекен редакци канашĕн ларăвĕ пулчĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Тăвай районĕнчи вăрçă ветеранĕсем çинчен сведенисем пухма пуçласси. Ларăва канаш председателĕн çумĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Олег Ломоносов ертсе пычĕ. Вăл кĕнеке хатĕрлесе кăлармалли положенипе паллаштарчĕ.

Редакци канашĕн членĕсем тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç. Чăваш халăх этнокультурин деятелĕ Павел Александрович Федоров çĕнĕ кĕнеке мĕнле пулмалли пирки ăнлантарчĕ. “Пулас кĕнекене 1941–1945 çулсенчи çапăçусенче пулни çинчен калакан документсем ытларах кĕртмелле”, – терĕ.

Вăрçăра пулнисем çинчен информацисем пухассине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсене, библиотекарьсемпе музей ĕçченĕсене тата ыттисене хутшăнтарма каланă.

А.АЛЕКСАНДРОВА. (Тăвай районĕ)



19 июля 2013
11:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter