Елчĕк районĕ: яваплăха туйса тимлеççĕ

Район хаçачĕн журналисчĕ, хаçатра ял хуçалăх темине çутатассишĕн яваплă Светлана Архипова ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсем мĕнле пынине кашни номерте тенĕ пекех тĕплĕн çутатма тăрăшнине вулакансем курмаççĕ мар.

Хаçат корреспонденчĕ иртнĕ кунсенче вырма ĕçĕсене ăнăçлă йĕркелесе пыракан "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тата "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра пулса курнă, çăкăр туса илекенсен ĕç-хĕлне хаçатра çутатнă. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче кашни çул тенĕ пекех ĕç технологине, ĕç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ техника туянма вăй çитереççĕ. Çавна май вĕсенче кулленхи ĕç-хĕл кал-кал, ăнса пырать.



19 июля 2013
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter