Пĕрле канашларĕç

Районти информаципе культура центрĕсен директорĕсем ĕç планĕпе килĕшÿллĕн пĕрле пухăнса канашларĕç.

Район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Чайкина ертсе пычĕ мероприятие. Пухăннисем электронлă майпа алă пусасси, центрсен каçхинехи кун йĕрки пирки тата ытти ыйтусене сÿтсе яврĕç. Тăвайри 45-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертÿçи Н.Павлов культура çурчĕсенче вут-кăвар хăрушлăхĕ ан тухса тăтăр тесе тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕ.

Канашлура районта пурăнакансене культура енĕпе тата лайăхрах тивĕçтерме тĕллев лартнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА. (Тăвай районĕ)



19 июля 2013
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter