Па­лăрт­нă вы­рă­на – пы­сăк хă­вăрт­лăх­па

Пур­нăç кун­ран кун çă­мăл­лан­са пы­рать. Çын­сен вă­хăт­не пе­ре­кет­лес тĕл­лев­пе пат­ша­лăх ен­чен  са­хал мар ĕç тă­ваç­çĕ. Паян­хи кун ин­фор­ма­ци тех­но­ло­ги­йĕ­сем хă­вăрт ата­лан­нă вă­хăт­ра ыт­ти сфе­ра та кая юл­масть.  Раç­çей­ре пĕл­те­рĕш­лĕ çĕ­нĕ проекта – пы­сăк хă­вăрт­лăх­лă чу­кун çул ма­гист­ра­льне – ху­та яма палăртнă.

Халь­хи вă­хăт­ра ăна пур­нă­çа кĕрт­мел­ли са­мант­се­не пăх­са ту­хаç­çĕ. Шă­пах ию­лĕн 23-­мĕ­шĕн­че Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин Транс­порт ми­нис­терст­вин­че ун­па çы­хăн­нă ый­ту­се­не сÿт­се явĕç: проект­не, чу­кун çул çу­мĕн­чи çын­сен çур­чĕ­се­не хÿ­тĕ­лес­си­не, ĕç­сем пы­нă вă­хăт­ра та, поезд­сем çÿ­ре­ме ты­тăн­сан та шăв-­шав шай­не мĕн­ле­рех ча­кар­мал­ли­не, ст­рои­тельст­во пло­щад­ки­сен­че хă­руш­сăр­лăх ен­чен мĕн­ле­рех кар­та тыт­мал­ли­не пăх­са ту­хĕç.

«Мус­кав-Ху­сан-Е­ка­те­рин­бург» пы­сăк хă­вăрт­лăх­лă чу­кун çул ма­гист­ра­лĕ Раç­çей­ри 11 ре­гион ви­тĕр ту­хĕ, çав шут­ра Чă­ваш Ен ур­лă та. Етĕр­не, Мур­каш, Сĕн­тĕр­вăр­ри, Шу­паш­кар ра­йо­нĕ­сем­пе ир­тес­се па­лăр­таç­çĕ. Халь­лĕ­хе сĕн­нĕ  ва­риант­па трас­са Шу­паш­кар, Çĕ­нĕ Шу­паш­кар ху­ли­сем çы­вă­хĕн­че, Кÿ­кеç по­се­ло­кĕн­чен кăн­тăр­та­рах, ирт­мел­ле. Рес­пуб­ли­кă­ра унăн вă­рă­мă­шĕ – 120 км яхăн. Çу­лăн тĕп тĕл­ле­вĕ – 600 ки­ло­метр тăрш­шĕ хут­лăх­ра выр­наç­нă пы­сăк ху­ла­се­не çы­хăн­та­рас­си.

А­сăн­нă ма­гист­раль­пе çÿ­ре­кен поезд­сен хă­вăрт­лă­хĕ – 250 км/с ыт­ла. Çа­вăн­па та вĕ­се­не ятар­лă çул­па çÿ­ре­теç­çĕ. Вăл ху­та кай­сан Раç­çе­йĕн пĕр кĕ­те­сĕн­чен теп­ри­не çит­ме çă­мăл пул­ни ка­ла­ма­сă­рах пал­лă. На­бе­реж­ные Чел­ны, Ижевск, Йош­кар-О­ла, Ĕп­хÿ, Че­ля­бинск та­та ыт­ти ху­ла­ра пу­рă­на­кан­се­не тух­са çÿ­ре­ме чы­лай мел­лĕ­рех пу­лĕ. Сă­мах­ран, пĕр стан­ци­рен теп­ри­не çит­ме 3-3,5 се­хет кир­лĕ, «Е­ка­те­рин­бург-Ху­сан-Чул­ху­ла-Мус­кав» марш­рут­па пĕр вĕ­çĕн­чен тĕ­пĕр вĕç­не çит­меш­кĕн – 8 се­хет. Хă­вăрт çит­ни­шĕн  çул çÿ­рев ха­ка лар­мал­ла мар,  со­циал­лă пу­лă­шу­се­не шу­та ил­мел­ле. Кун­сăр пуç­не та­та çын­се­не çĕр­ле­хи вă­хăт­ра, пĕ­тĕм ус­ло­ви­сем­пе, турт­та­рас­си­не, пуç­ла­мăш стан­ци­рен лар­са вĕç­не мел­лĕ вă­хăт­ра çит­мел­ли­не те тĕ­пе ху­мал­ла.

Халь­хи вă­хăт­ра пы­сăк хă­вăрт­лăх­лă чу­кун çул тă­вас проек­та рес­пуб­ли­кă­ри му­ни­ци­па­ли­тет­сен­че, Етĕр­не, Мур­каш, Сĕн­тĕр­вăр­ри, Шу­паш­кар ра­йо­нĕ­сен­че,  пăх­са ту­хаç­çĕ. Ию­лĕн 23-­мĕ­шĕн­че ЧР Транс­порт ми­нис­терст­вин­че проект­па ка­ла­çу ирт­тер­нĕ чух­не асăн­нă ра­йон ад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ­сем те ый­ту­се­не ху­рав­лĕç.

Любовь Семенова (Шуашкар районĕ)



19 июля 2013
11:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter