Чăваш Енре «ТехноНИКОЛЬ» Корпаорацийĕн вĕренӳ центрĕсем уçма палăртаççĕ

Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра командировкăра пулнă май «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн генеральнăй канашĕн членĕпе, «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчĕпе тата унăн хуçисенчен пĕринпе Сергей Колесниковпа курнăçнă. Тĕл пулура монополипе кĕрешмелли саккунсемпе усă курассипе çыхăннă практикăна тата вĕсене лайăхлатассине, çавăн пекех Чăваш Республики «ТехноНИКОЛЬ» корпораципе стратеги шайĕнче килĕштерсе ĕçлессин малашлăхне сӳтсе явнă. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри аслă вĕренӳ заведенийĕсен никĕсĕ çинче компани шучĕпе вĕренӳ центрĕсем уçасшăн. Унта вĕренекенсем строительство отраслĕнчи çĕнĕ методикăсемпе технологисене практикăра алла илме пултарĕç. Çав центрсенче строительство индустрийĕн предприятийĕсен, проект тата архитектура бюровĕсен, тĕпчев организацийĕсен ĕçченĕсем, строитель специальноçĕсем паракан вăтам тата аслă вĕренӳ заведенийĕсен студенчĕсемпе преподавателĕсем, наука, професси ассоциацийĕсен, дилер организацийĕсен представителĕсем вĕренĕç. Тĕл пулура палăртнă тăрăх - çĕнĕ технологисене алла илнĕ кадрсем çителĕксĕрри строительство облаçĕнчи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Корпораци специалисчĕсем шутласа палăртнă: паянхи тапхăрта Раççейĕн строительство рынокне аталантарма тăрă витекен, изоляци тата отделка ĕçĕсене пурнăçлакан 117 пин специалист кирлĕ. «ТехноНИКОЛЬ» корпорацин вĕренӳ проекчĕсемпе программисен тытăмĕ строительствăри ăста кадрсен дефицитне пĕтерессине тĕпе хурать. Михаил Игнатьев республика территорийĕнче çĕнĕ производство хăвачĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă плансемпе паллаштарнă, Чăваш Ен влаçĕсем инвесторсене инфратытăм йĕркелес, ытти енĕпе пулăшни, предприятисен строительстви валли инвесторсене пама хатĕрленĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен каласа панă. Сергей Колесников Чăваш Республики ытти нумай регионтан çирĕп инвестици климачĕпе, унăн тăнăçлăхĕпе уйрăлса тăнине палăртнă, çывăх вăхăтрах Шупашкара килсе курасси çинчен пĕлтернĕ. «ТехноНИКОЛЬ» корпораци - Раççейри тата НППП çĕр-шывĕсенчи тăрă витмелли материалсен, гидроизоляципе ăшă изоляцийĕн чи пысăк производителĕсенчен пĕри. Унăн производство подразделенийĕн тытăмĕнче - Раççейри, Украинăри, Беларуçри, Литвари тата Чехири çĕнĕ йышши 37 завод. Çавăн пекех унăн суту-илÿ сечĕ те анлă: 34 çĕр-шывра - 180 уйрăмпа представительство. 2012 çулта компани 60 млрд тенкĕлĕх продукци сутнă.



19 июля 2013
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter