Вăрмансене ирĕккĕн кĕме чарнă

Шăрăх çанталăк тăнăран вăрманта пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах пысăкланчĕ. Республикăн Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе ятарлă хушу кăларнă. Июлĕн 18-мĕшĕччен республикăри вăрмансене çуран тата автотранспортпа ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнă.

Министерство çынсене вăрманта кăвайт чĕртме, пирус туртма юраманнине аса илтерет.



02 июля 2013
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter