Вăрмар районĕ: район уй-хирĕсенче

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ пĕлтернĕ тăрăх июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай çул ÿсекен курăксене 2610 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 160 гектар çинче çулса илнĕ, 3074 тонна утă, 1200 тонна сенаж, 70 тонна витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех çĕре кĕрхи культурăсем акса хăварма хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 1952 гектар çĕр хатĕрленĕ, ку вăл пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшĕн 38,2 проценчĕ.



02 июля 2013
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter