Универсиада йыхравлать

Çак шăмат кун, июлĕн 6-мĕшĕнче, Тутарстан тĕп хулинче Студентсен Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиади старт илет. Унта хутшăнакан спортсменсем, вĕсен тренерĕсем, судьясем, волонтерсем Хусан хулине килме пуçланă та ĕнтĕ.

Тĕнче шайĕнчи ăмăртăва Чăваш Енрен ытларах çăмăл атлетсем хутшăнаççĕ. Республикăри çăмăл атлетсен тĕп тренерĕ Н.Панфилов пĕлтернĕ тăрăх Чăваш спортсменĕсем çак кунсенче Хусана икĕ ушкăнпа тухса каяççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Енрен универсиадăра 51 спорт арбитрĕ пулĕ. Вĕсем çăмăл атлетика, бадминтон, сĕтел çинче вылямалли теннис, кĕрешÿ, самбо енĕпе спортсменсен çитĕнĕвĕсене хаклĕç. Хусана пĕрремĕш студент-волонтерсем çитнĕ те ĕнтĕ (пĕтĕмпе вĕсем темиçе çĕр çын пулĕç).



02 июля 2013
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter