Радиоэфирта - «тӳрĕ линири» ыйтусен хуравĕсем

Республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем тата муниципалитетсен ертÿçисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирттернĕ «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансенчен йышăннă ыйтусене Чăваш наци радиовĕн эфирĕнче хуравлаççĕ.

Малтан шантарнă пекех «Тема дня», «Социальный вопрос», «Тĕплĕ калаçу», «Ялтан яла», «Çивĕч ыйту» кăларăмсене министерствăсен, ведомствăсен, муниципалитетсен ертÿçисене, специалисчĕсене чĕнеççĕ. Çавăн пекех хыпарсен кăларăмĕсенче те уйрăм ыйтусен хуравĕсем янăраççĕ.

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче «Социальный вопрос» программăра тÿрĕ эфирта радио итлекенсен ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кÿмелли мерăсемпе çыхăннă ыйтăвĕсене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин представителĕсем - социаллă тÿлевсен пайĕн пуçлăхĕ Наталья Трофимова тата Халăха социаллă пулăшу кÿрекен центр директорĕ Ирина Дроздова - хуравланă.

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче çак программăра ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов тата Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçин аслă пулăшуçи Олег Дмитриев эфира тухнă. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче - Стройминăн ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Оксана Гаранина. Ветерансемпе инвалидсене социаллă тĕрев парассипе çыхăннă ыйтусене ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ветерансемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Елена Зайцева тата Халăха социаллă пулăшу кÿрекен центрăн директорĕн çумĕ Нина Петрова çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче хуравланă. Уйăх вĕçĕнче, çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче, микрофон умне Чăваш Енĕн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин ларнă.

Утă уйăхĕнче ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин, Строймин, тĕп хула администрацийĕн представителĕсемпе тÿрĕ эфирта тĕл пулусем йĕркелеме палăртнă. Кунĕсене, вăхăта Нацрадио ятарласа пĕлтерĕ, ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕ урлă та хыпарлĕç.

«Социальный вопрос» программа кашни тунти кун тата эрне кун 16 сехет те 10 минутран тытăнса 17 сехетчен эфира тухать. Тÿрĕ эфир студийĕн телефонĕ: 62-30-88. «Ялтан яла» кăларăма кашни юн кун тÿрĕ эфирта республикăри районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттереççĕ, вĕсем радио итлекенсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ.

Çак уйăхра тÿрĕ эфира виçĕ район администрацийĕсен пуçлăхĕсем тухмалла. Ку кăларăм 18 сехет çурăран пуçласа 19 сехетчен эфирта. Студи телефонĕ: 62-30-88.

Аса илтеретпĕр: республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем 900 ытла ыйту панă.

 Н.АНДРЕЕВ

 



02 июля 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter