УЭКпа усă кураççĕ

«Универсал электрон карттă» проект пурнăçланма тытăннăранпа Чăваш Енре 1800 ытла çын УЭК илес кăмăлĕ пуррине палăртнă. Паянхи кун 600 яхăн çын унпа усă курать. Çывăх вăхăтра тепĕр 600 ытла карттă пама хатĕрленеççĕ. Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре паянхи кун УЭКăн федерацин икĕ (идентификаци тата банк) тата регионăн пĕр (транспорт) хушăмĕсем ĕçлеççĕ. Карттă çине патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельствин (СНИЛС) тата обязательнăй медицина страхованийĕн страховани полисĕн (ОМС) номерĕсене çырнă. Çыннăн кăмăлĕ пулсан УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ - унпа документсене алă пусма тата патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелĕпе илме пулать (карт-ридер пулăшăвĕпе).

УЭК илмешкĕн çырнă заявленисене Медицинăн информаципе аналитика центрĕнче (уполномоченнăй организаци) тата «Перекет банкĕ» АУО уйрăмĕсенче йышăнаççĕ, карттăна та вĕсемех параççĕ.

Заявлени çырнă чухне паспорт, СНИЛС тата обязательнăй медицина страхованийĕн свидетельстви кирлĕ. Карттăна 20 ĕç кунĕнче хатĕрлесе параççĕ.



Вăрмар район хаçачĕ
02 июля 2013
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter