Центр ĕçсĕррисене пулăшать

Ĕçсĕр инвалидсене, ача-инвалидсене пăхса пурăнакан нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене 2013-2015 çулсенче, ĕçпе тивĕçтерессипе республикăра тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Ăна пурнăçа кĕртессипе Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн Элĕкри уйрăмĕ те япăх мар ĕçлесе пырать. Кăçал асăннă программăпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă пĕр çынна яланлăх ĕç вырăнĕ тупса панă. Çавăн пекех инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтерес тĕллевпе ăна валли ятарлă хатĕрсеам туянма 67, 1 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Асăннă программăпа усă курса ĕç вырăнĕ тупас тĕллевлĕ инвалидсене ĕçпе тивĕçтерекен центрта пулăшма яланах хатĕр.



22 июля 2013
17:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter