Вăрнар районĕ: сутуçăсем маттур

Мачамăш ялĕнче апат-çимĕç лавкки хупăннă хыççăн ялти ватă çынсем питĕ пăшăрханчĕç. Çăкăр-тăварсăр нимле те пурăнма çук-çке. Анчах Калинино райповĕн апат-çимĕç лавккин ертÿçи Клара Илларионова, Елена Николаева, Наталья Романова сутуçăсем нумаях кулянма памарĕç пире. Кашни юн кун халăха кирлĕ таварпа, цехран анчах пĕçерсе кăларнă вĕри çăкăрпа, кондитер изделийĕсемпе тивĕçтерме тытăнчĕç. Пултаруллă та çепĕç чĕлхеллĕ сутуçăсене тав туса ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çăкăр цехĕнче ĕçлекен Тамара Павловăна та ырă сăмахсем калас килет.

Н.СЕРГЕЕВА



22 июля 2013
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter