Каçал Ен районĕ: чăваш халăх артисчĕсем – Нĕркеçри информаципе культура центрĕн сцени çинче

Утă уйăхĕн 19–мĕшĕнче Нĕркеçри информаципе культура центрĕнче К.В.Иванов  ячĕллĕ ĕçлĕх хĕрлĕ ялав орденлĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Александр Пăртта çырнă «Килех килчĕ Тур çырни» икĕ пайлă комеди  кăтартрĕç. Режиссерĕ – Мари Эл Республикин искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ В.Пактеев. Театрăн илемлĕх ертÿçи – СССР халăх артисчĕ В.Н. Яковлев. Вылякансен хушшинче – РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Нина Яковлева, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, Александр Кураков, Григорий Федоров, Мария Яковлева, Сеня Дмитриев, Александрпа Лилия Петровсем, Надя Зубкова артистсем. Комеди питĕ интереслĕ иртрĕ, артистсем ĕнентерÿллĕ вылярĕç. Ял халăхĕ спектакльпе питĕ кăмăллă юлчĕ.



22 июля 2013
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter