Ял уявне ирттерессине яманкассисем хăнăхса çитрĕç

Июль уйăхĕн иккĕмĕш канмалли кунĕнче ял уявне ирттерессине яманкассисем хăнăхса çитрĕç. Ăна кăçал ирттерсе ярсан тепĕр çул мĕнлерех тумалли çинчен шутлама пуçлаççĕ. Ял уявĕ Питравпа пĕр вăхăталла килет пулин те тĕрлĕ числона тивет: е июлĕн 12-мĕшне, е 13-14-мĕшĕсене, анчах та шăпах шăмат кун. Канмалли кун çынсен пушă вăхăт та тупăнать, аякра пурăнакансем ĕç хыççăн тăван яла килсе çитееççĕ.

Уяв пĕччен-иккĕн чух мар, пысăк йышпа савăнăçлă та шавлă иртет. Пĕлтĕрхине çулталăкĕпех аса илсе пурăнтăмăр та, кăçал вăл тата пуянрах та интереслĕрех пулчĕ. Яманкассин шăп варрине вырнаçнă райпо лавки умĕнче уява уяв пек тăвас тесе тăрăшакансем сцена хатĕрлерĕç, урама шăлса тасатрĕç, халăх пухăнмалли вырăна капăрлатрĕç. Илемлĕ, хăнасене кĕтсе илме кăмăллă пулчĕ. Праçнике ял халăхĕ хăй вăйĕпе йĕркелет, укçа-тенке те хăех пуçтарать. Кунта çуралса ÿснĕ Надежда Заводскова юрăç тата композитор вара ăна эстрада концерчĕпе пуянлатать...

Кĕтÿ кĕртсе пуçтарсан çысем ушкăнăн-ушкăнăн магазин умне пуçтарăнма пуçларĕç. Сиккассинчи культура çурчĕн ĕçченĕсем шăрантаракан савăк юрăсем ял çийĕн юхма тытăнсан çынсем пуçланă ĕçе пăрахсах уява васкарĕç. Ара паян Мускавран, Ульяновскран çав-çав килетпĕр тенĕччĕ, вĕсемпе тĕл пулса калаçмаллах. Теприсем, ав, пĕр класра вĕреннисем, шăпах ял уявĕнче тĕл пулма палăртнă... Çавăнпах-тăр, яманкассисем праçник ирттернĕ чухне унта палламан çын питĕ нумай. Кăçал, сăмахран, кÿршĕллĕ Сиккассинче, Хăмăлта, Маякра, Шелттемре пурăнакансем кăна мар, Шуркасси, Энтрияль тата ытти ял çыннисем те пурччĕ.

Ачасене савăнма батутсем пулчĕç, пылак сахăр тăвакан, шашлăк пĕçерекен суту-илÿ вырăнĕсем ĕçлерĕç. Акатуйри пекех. Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Мурзукова уяв ячĕпе саламласа ял пурнăçне хастар хутшăнакансене тав çырăвĕсемпе, нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан тата кăçал кăна çемье çавăрнă мăшăрсене, вăрăм кун-çуллă ватта тата тин çеç çут тĕнчене килнĕ пепкене парнепе чысларĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасен эстрада концерчĕ каçхи 11 сехетченех пулчĕ. Надежда Заводскова, Михаил Федоров, Ольга Лукова, Валерий Дмитриев, Алиса Сергеева сцена çине пĕрин хыççăн тепри тухса юрларĕç. Вĕсем кайсан та халăх саланма васкамарĕ. Дискотека ирчченех тăсăлчĕ. Вăй пуррисем, ура вăйĕ çирĕпписем кĕтÿ хăвалама пуçличченех ташланă терĕç.

Ял-йыш ĕçлеме те, савăнма та пĕлет. Çакна ял уявне килекен артистсем кашни çулах палăртаççĕ, мĕншĕн тесен халăх юрăçсен кашни юррине ăшшăн йышăнать, тăвăллăн алă çупса тав тăвать.

И.ВЛАДИМИРОВА. (Канаш районĕ)



22 июля 2013
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter