Праски кинемей тăхăр вунна çитрĕ

Ăвăспÿрт Кипечре пурăнакан П.Иванова çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Перасковья Касьяновна нумай çул колхозра ĕçленĕ. Вăрçăн асаплă çулĕсене куççульсĕр аса илеймест. Праски тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай районĕнче окоп чавнă, вăрман каснă, йывăр пĕренесене вакунсем çине тиенĕ. Ывăлне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Мăшăрĕн пурнăçĕ синкерлĕ вилĕмпе татăлнă. Ун чухне Перасковья Касьяновна йывăр хĕрарăм пулнă.

Хальхи вăхăтра юбиляр ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Икĕ мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ хăнана килсех тăраççĕ. Праски кинеми çулне кура мар вашават. Пахча çимĕç йăранĕсене, анисене çум курăкран тасатать, çулса пăрахнă утта тавăрать.

Хисеплĕ ватăна юбилей ячĕпе район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, хулапа район халăхне социаллă хÿт-лĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, çывăх çыннисемпе тăванĕсем, кÿршисем ăшшăн саламларĕç, парнесем, чечексем пачĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.( Канаш районĕ)



22 июля 2013
14:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter