2013 çулăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 102 çуртсем çывăхĕнчи тата вĕсем патне илсе çитерекен 71 çула çĕнĕрен асфальт сарса тирпейленĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков республикăн патшалăх программисене федерацин Бюджет кодексне, саккунĕсене кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшÿллĕ тăвасси çинчен каласа панă. Паянхи кун Чăваш Енре республикăн тĕллевлĕ 62 программи пурнăçланать. Канашлура федерацин отрасль министерствисемпе ĕçлесе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă. Çийĕнчен республикăн патшалăх программисен списокне анлăлатас ыйтăва та тишкермелле. Пĕтĕм ĕçе çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Картишсен территорийĕсенчи юсав ĕçĕсемпе транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов паллаштарнă. Нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене, унта пымалли çулсене юсама кăçал 142 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă, çакă 223 картиш территорине тата 140 çула юсама май парĕ. Республикăра ку енĕпе пысăк ĕç тунă та ĕнтĕ - çулталăк планĕн 46% пурнăçланă. Куславкка, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ĕçсене вĕçленĕ. Çав вăхăтрах Вăрнар, Красноармейски, Муркаш, Тăвай районĕсенче кăтарту 36% та сахалрах. Улатăр, Патăрьел, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ районĕсенче подряд организацийĕсене суйласа илмелли конкурссем пыраççĕ. Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - хулара асăннă ĕçсем валли 59 млн тенкĕ ытларах уйăрнă, 25 картише юсама ĕлкĕрнĕ. 2011 çултанпа пĕтĕмпе 344 картише юсанă. Çулталăк вĕçлениччен çак цифра 483 таран пысăкланмалла - мĕн пур картиш территорийĕн 54%. Кăçал тĕп хулара çавăн пекех ачасем валли картишсенче 84 плошадка, 54 автопарковка йĕркелемелле. Çĕнĕ Шупашкарта 37 картиш территорийĕпе унта пымалли 41 çула юсамалла, паянхи кун тĕлне 29 картишпе 28 çула юсама ĕлкĕрнĕ те. Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта юлашки 10 çул хушшинче пуçласа çак ĕçе пуçăннине палăртнă, юсав ĕçĕсен, строительство материалĕсен пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пулмалли пирки асăрхаттарнă. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ĕççи çинчен каласа панă. Хальлĕхе республикăра 85 пин тонна утă (планăн 127%), 163 пин тонна сенаж (83%), 24 пин тонна силос (15%) хатĕрленĕ. Выльăхăн условнăй 1 пуçĕ валли - 17,4 центнер (2012 çулта - 13 центнера яхăн). Чылай районта вырма пуçланнă. Анчах типĕ çанталăк тăнă май чылай çĕрте тухăç чакнă - кашни гектартан вăтамран 20 центнер тухать. Патăрьел, Комсомольски тата Шăмăршă районĕсене шăрăх çанталăк уйрăмах пысăк çухату кӳнĕ. Унта кăçал тĕш тырă тухăçĕ 18 центнер çеç. Иртнĕ çулсенче вара çак кăтарту 30 центнера та çитнĕ. Хуçалăхсем 52 пин гектар çĕре (2012 çулта - 42 пин гектар) кĕрхи культурăсене акса хăварма хатĕрленĕ. «Планпа пăхнă цифрăсене мĕн пур хуçалăха çитермелле, республикăн тĕш тырăн резерв фондне хатĕрлеме пуçламалла. Мĕн пур ресурспа усă курмалла, техника субъективлă сăлтавсене кура ĕçлеменни ан пултăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл çавăн пекех фуражлăх тырăпа пысăк хуçалăхсене кăна мар, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене те, ялсенче пурăннă май выльăх тытакан ветерансене те тивĕçтермелли пирки аса илтернĕ. Юлашкинчен Чăваш Ен ГКЧСĕн ертӳçи Вениамин Петров утă уйăхĕнче чукун çул çумĕнчи вăрман тăрăхĕсенче пушар пулнă виçĕ тĕслĕхе шута илни çинчен пĕлтернĕ. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче те вăрман пушар хуралĕн службин черетлĕ хут вут-çулăмпа кĕрешме тивнĕ. Çавна май кашнин асăрхануллă пулмалла.



22 июля 2013
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter