Уй-хирте

Вырма ĕçĕсем кунран-кун анлăн сарăлса пыраççĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 19-мĕш тĕлне Вăрнарти аш-какай комбиначĕ кĕрхи тыр-пула 310 гектар, «Знамя» кооператив 35 гектар, «Янгорчино» хуçалăх 30 гектар çапса тĕшĕленĕ.

Пăрçа пуссинче те ĕç шавĕ илтĕнет. Çак культурăна «Янгорчинăра» 27 гектар, «Санары» агрофирмăра 10 гектар вырнă. «Санары» хуçалăхра вика та çулнă, ĕç кăтартăвĕ – 37 гектар.

Е.ПОРФИРЬЕВА (Вăрнар районĕ)



22 июля 2013
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter