Элĕк районĕ: выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Районти хуçалăхсенче июлĕн 18-мĕшĕ тĕлне илсен, нумай çул ÿсекен курăксене 3195 гектар (97 процент) çулнă. Утă 2929 тонна (134 процент) хатĕрленĕ. «Новый путь» хуçалăхра ку апата уйрăмах чылай янтăланă, планпа палăртнă 1815 тонна вырăнне – 1850 тонна. «Алмаз»
обществăра та утă планпа пăхнинчен икĕ хут ытла хатĕрленĕ. Сенаж 6233 тонна (98,1 процент) хывнă. «Новый путь», «Рабия» Агрофирма» малта пыраççĕ. Силос 1800 тонна (18 процент) хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ, «Авангард» хуçалăхсем кăна ĕçлеççĕ. Кĕр тыррисене акма çĕр 1688 гектар хатĕрленĕ. «Новый путь», «Рабия» Агрофирма», С.Волков, Г.Исаев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсем суха ĕçĕсене уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.



22 июля 2013
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter