Элĕк районĕ: шывăн турачĕ çук

Юхан шывсемпе пĕвесем хĕрринче е шыва кĕнĕ чухне асăрхануллă пулмаллине пурте пĕлеççĕ. Çавăнпа та июнĕн 10-мĕшĕччен районти вĕренÿ учрежденийĕсенче шыв-шур хĕрринче хăрушлăх ан тухтăр тесе тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Ачасене хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарас енĕпе профилактика ĕçĕсем йĕркеленĕ, вĕренÿ çулĕнче конкурссем, викторинăсем пулнă. Питĕшкасси шкулĕнче ОБЖ урокĕсенче «Шывра хăвна мĕнле тытмалли çинчен» ятпа кĕнеке куравĕ ĕçленĕ. Шкул ачисемпе «Асăрхануллă пул» вăйă ирттернĕ. Çавăн пекех «Шыври хăрушсăрлăх техники» викторина пурин кăмăлне те кайнă. Медицина ĕçченĕ правилăсемпе паллаштарнă.



22 июля 2013
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter