«Шурăмпуç» юрă-ташăпа савăнтарнă

Ярмушкари культура аталанăвĕн тaтa библиотека ĕçĕн центрĕ çумĕнчи «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ ял тăрăхĕн, район тата республика мероприятийĕсене, праçниксемпе конкурссене яланах хастар хутшăнать.

Коллектив кÿршĕ ялсене те концерт программипе тăтăш çÿрет. Çак кунсенче «Шурăмпуç» наци культурисен Пĕтĕм Раççейри «Поволжская глубинка» фестивалĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вăл Чĕмпĕр облаçĕнче иртнĕ. Павловка поселокĕнче урам тăрăх юрласа утнă тата гала-концерта хутшăннă. Кунсăр пуçне Павлов районĕнчи чăваш ялĕсенче пурăнакансене юрă-ташăпа савăнтарнă. Фольклор ушкăнне фестиваль Дипломĕпе, хаклă парнесемпе чысланă.

С.РОЗОВА (Вăрнар районĕ)



22 июля 2013
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter