Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тваттăмĕш сессине хутшăннă

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ вун тваттăмĕш сессине хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче депутатсене эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав тунă. Çуркуннехи сессисенче йышăннă пур саккунсен проекчĕсене вăхăтра тата палăртнă йĕркепе йышăнса хăварнине асăннă. Михаил Игнатьев: «Эпир пурсăмăр та,  Тӑван ҫӗр-шыв ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлетпĕр, саккуна пӑхӑнса, таса чунпа пурӑнатпăр», - тесе уйрăммăн палăртса каланă. Пирĕн тĕллев – республикăри çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси.  Паянхи ларури чи пĕлтерĕшлĕ ыйту - «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014, 2015 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккун. Ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Вăл кăçалхи çул Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче ӳсĕмсем пулнине палăртнă. Уйрăммăн илсен промышленноç производствин, çурт-йĕр строительствин калăпăшĕсем Раççейри вăтам кăтартусенчен те пысăкрах. Халăх тупăшĕ те ӳснĕ. Ку, паллах, савăнтарать. Асăннă саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн республика бюджечĕн расхучĕсем 4124,6  млн тенкĕ ӳсмелле. Экономикăн пĕлтерĕшлĕ секторĕсенчен - ял хуçалăхне - хушма пулăшу (1151,4 млн тенкĕлĕх) пама палăртнă. 2013 çулта патшалăх агропромышленноç комплексне кӳрекен пулăшу мелĕсем татах та анлăланнă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармашкăн та хушма укçан (219,4 млн. тенкĕ). Вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт объекчĕсене туса пĕтермешкĕн тата çĕнетсе юсамашкăн та май килĕ. Халăха патшалăх тата муниципалитет электрон пулăшу мелĕсене вăйлатма та хушма укçа уйăрĕç. Улшăнусем кĕртнине кура республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2013 çулта 35056,9 млн тенкĕпе (ку вăл малтан палăртнинчен 17,1% нумайрах), расхут пайĕ 39249,6  млн тенкĕпе (26,9%/ танлашĕ). Сессире çавăн пекех республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн пĕлтерĕшлĕ ытти саккун проекчĕсене те пăхса тухнă.  Сессире вĕренӳпе çыхăннă саккуна та пăхса тухса тишкернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов саккунра пултаруллă, сусăрланнă ачасемпе çыхăннă ыйтусене, шкул формисем, ялсенче пурăнакан çамрăк педагогсене пулăшас ыйтусене хускатнă. Çак саккуна вăя кĕртес тесессĕн хушма укçа 2013 çулта 28,6 млн. , 2014 çулта – 280,4 млн, 2015 çулта – 1284,2 млн. тенкĕ кирлине палăртса хăварнă.  Паянхи сессире кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă кашнипех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех 



23 июля 2013
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter