Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Премьер-министр Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – транспортпа çул-йĕр хуалăхĕн министрĕ Михаил Янковский Чăваш Республикинче 2013-2020 çулсенче транспорт тытăмĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинчен калакан патшалăх программи çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Республика программинче 2020-мĕш çулчченхи тапхăрта финанс енĕпе çыхăннă ыйтусене те хускатнă, ĕçсем еплерех пурнăçланасси пирки тĕплĕн пăхса тухнă. Программа  транспорт тытăмне эффективлă тата хальхи пурнăçпа тан ĕçлесе пыма хистет. Патшалăх программин тĕп кăтартăвĕ  - 2013-2020 çулсенче 85,3 км автомашина çулĕсене сарса тата хăшĕ-пĕрисене реконструкци ĕçĕсем туса ирттересси. Ялсемпе хула округĕсенчи урамсем хушшинчи çулсене асфальт тата реконструкци тума 107,7 км  автомашина çулне пăхса хăварнă. Кун пек пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттерни 2021-мĕш çул тĕлне çул-йĕрсем çинче инкексен шутне чакарма пулăшасса шантарать. 2013-2020 çулсем валли йышшăннă Патшалăх прграммине пĕтĕмĕшле пурнăçа кĕртме 38233,7 млн. тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Вĕсенчен федераци шучĕпе - 833,9 млн., республика бюджетĕнчен -28165,3 млн. (73,7 процент), вырăнти бюджетран – 7129,6 млн. (18,6 процент), ытти уйрăм çăл куçсенчен 2104,9 млн. тенкĕ (5,5 процент). Иван Моторин палăртнă программăна хатĕрленĕ чухне Чăваш Ен территорипе иртекен ВСМ-2 «Мускав-Хусан-Екатеринбург» пысăк хăвăртлăхпа çӳреттермелли чугун çул магистралне çĕклесе лартассине шута илменнине асăннă. «Çавăнпа та паян программăна çак объекта кĕртмесĕр йышăнса хăварни - тĕрĕсех мар. Ыйтăва федераци шайĕнче йышăнса хăварнă»,-тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.   Чăваш Республикин Транспорт министерствине патшалăх программин проектне çĕнĕрен улшăнусем кĕртме хушса хăварнă. Хатĕр проекта çитес Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне тăратма ыйтнă. Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешӳсем çине уйăракан тăкаксен ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова тĕплĕн паллаштарнă. Министр çумĕ 2014 çулта тата 2015, 2016 - мĕш çулсенче республика бюджетĕнчен уйăракан укçа ăçта-ăçта каясси пирки чарăнса тăнă. Укçасен ытларах пайĕ пурăнмалли çурт-йĕр тата комуналлă хуçалăх тытăмне, çул-йĕрпе предпринимательлĕхе, çавăн пекех культура, вĕренӳ, сывлăх сыхлавне аталантарнă çĕре те куçарма парлăртса хăварнă. Чăваш Республикин Премьер-министрĕ проектсен шутĕнче хăш-пĕр строительство объекчĕсене кĕртсе хăварманнине асăннă. Финанс министерствине çийĕнчех ыйтăва пăхса тухса çĕнĕлĕхсем кĕртме ыйтнă.    Чăваш Республикин культура министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Альбина Алексеева Чăваш Республикин грантне çĕнсе илессин йĕркине çĕнетни çинчен асăнса хăварнă. Чăваш Енри профессионаллă ушкăнсен пултаруллăх проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе асăннă укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнине те пăхса тăрасси пирки шантарнă. Çын пуçне лекекен пурăнма чи пĕчĕк  укçа виçине палăртас тата Чăваш Республикинчи 2013 çулăн 2-мĕш квартлти уйрăм социаллă ушкăнĕсенчи виçесемпе республикăн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăтамран республикăра уйрăм ушкăнра тăракансенчен - пĕр çын пуçне 6226, ĕçлеме пултаракансене - 6603, пенсионерсене - 5167, ачасене - 6162 тенкĕ лекĕ. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Ирина Устенка «Ипотечная корпорация Чувашской Республики» пĕрлешĕвĕн акцийĕсене илни пирки каланă. «Ипотечная корпорация Чувашской Республики» ОАО  акцийĕн Патшалăх пакечĕ 709772 чухлĕ тулса  2829765 танлашнă. Министр çумĕ Ирина Устенко хăш-пĕр ял хуçалăх çĕрĕсене промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну, радио, телевидени, информатика тата ытти уйрăмсене куçарасси пирки палăртса хăварнă. Калăпăр, Патăрьел районĕнче вырăнти çулсене тирпейлесе тытса тăма 22 гектар, Вăрмар районĕнче – 3,1183 га электропередача линисене  çĕнĕ çуртсем патне илсе çитерме тата ытти çĕрте те усă курĕç.  Ларăвăн кун йĕркине ытти ыйтусене те кĕртнĕ, кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.   



24 июля 2013
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter