Тухăç лайăх

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 1654 гектар çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл планпа палăртнин 10,7 проценчĕ. Вăтам тухăç – 24 центнер. Карл Маркс ячĕллĕ кооперативра тырă ăнса çитĕннĕ, кашни гектартан 37,7 центнер тухать. Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕнче тухăç – 35 центнер.

«Санары», «Агрохмель», «Знамя», «Янгорчино», «Луч» хуçалăхсенче те кăтарту начар мар. Предприятисенче тĕш тырăсене кашни гектартан вăтамран 25-шер центнер çапса илеççĕ. (Вăрнар районĕ)



24 июля 2013
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter