«Иккĕмĕш çăкăр» пуссинче
Çĕр улми уйĕнче ĕç шавĕ илтĕнсех тăрать. Тухăçшăн тăрăшакан хуçалăхсенче «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ. Ĕç кăтартăвĕ «Мураты» кооперативра 270 гектар, «Агрохмельте» – 170, «Санары» агрофирмăра – 105, «Семеновод» хуçалăхра – 75, «Янгорчинăра» – 64 гектар.
«Санары», «Мураты» хуçалăхсенче мелиораци ĕçĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Çĕр улмине 105 тата 90 гектар çинче шăварнă.(Вăрнар районĕ)