Вăрнар районĕ: министр больницăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă

Иртнĕ эрне кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ĕçлĕ çул çÿревпе Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче пулнă.

Пирĕн районта вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тата районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе Николай Тинюковпа медицина учрежденийĕсене çитсе курнă.

Калининăра вăл психоневрологи интерначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кунта I тата II ушкăнри 255 инвалид пурăнать. Вĕсем хушшинче йывăр чирлисем, вырăнпа выртакансем те пур. Кунта пурăнакансен сывлăхĕшĕн икĕ врач-психиатр, 18 медсестра, 65 медицина персоналĕ тăрăшаççĕ.

Калининăри участок больницинче пулнă май, Алла Владимировна халăха сиплес ĕçре социаллă тата медицина ĕçченĕсен пĕрлешсе ĕçлемелли программăна аталантарма хушнă. Больницăра ултă тухтăр, вĕсенчен виççĕшĕ – пĕтĕмĕшле практика врачĕсем.

Районти тĕп больницăра министр поликлиникăра, ача-пăча уйрăмĕнче тата икĕ уйăх каялла тĕплĕ юсав хыççăн уçăлнă инфекци уйрăмĕнче пулнă. Алла Самойлова халăха диспансеризаци витĕр кăларас, медицина ĕçченĕсен шалăвĕпе çыхăннă тата больница территорине тирпей-илем кĕртес, юсав ĕçĕсем ирттерес ыйтусене хускатнă.

Çавăн пекех вăл халăха социаллă хÿтлĕх паракан районти пай ĕçченĕсемпе те тĕл пулнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин сайтĕнчен.



24 июля 2013
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter