Элĕк районĕ: ěçпе вăрçă ветеранěсене – уйăхсеренхи тÿлевсем

Хальхи вăхăтра районти халăха социаллă хÿтлěх кÿрекен пайра кашни уйăхра регионти укçа тÿлевне илекен 2581 çын шутра тăрать. Вěсенчен 193-шě тылра тăрăшнă, 2364-шě –ěç ветеранěсем, 24-шě – «хисепсěр» шутланнисем (реабилитациленисем).

Кăрлач-çěртме уйăхěсенче ěç ветеранěсене 14716,7 пин тенкě, тыл  ěçченěсене 1151,1 пин тенкě уйăрса панă. Телефонпа усă курнăшăн 374 пин тенкěлěх, коммуналлă хуçалăх пулăшăвěшěн 14342,7 пин тенкěлěх çăмăллăхлă тÿлев панă. Политика репрессийěсене пула инкек тÿснě 24 çынна 385 пин те 600 тенкě тÿленě.

 



25 июля 2013
10:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter