Михаил Игнатьев Карен Шахназарова Шупашкарта халăхсем хушшинче ирттернĕ VI кинофестивалĕн ятарлă парнине парса чысланă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул-çӳревре пулнă чухне  «Мосфильм» киносем хатĕрлесе кăларакан çуртăн тĕп директорĕпе, кинорежиссер, сцена ăстипе, продюсер – Раççей халăх артисчĕпе, Шупашкарти пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ кинофестивалĕн сумлă президенчĕпе Карен Шахназаровпа курнăçнă. Михаил Игнатьев кинофестивале 2009 çултанпа Раççей Федерацийĕн Культура министерстви тытса пынине палăртнă, çавăнпа та «Мосфильм» киноконцерн Раççей территорипе унăн тулашĕнчи çывăх çĕр-шывсенче пĕрлĕхлĕ кинематографи йĕркелесе яма пысăк шанăç панине асăннă. Республика Пуçлăхĕ Карен Шахназарова чăваш çĕрĕ çинче авторитетлă кинофорум йĕркелесе ирттерме пулăшнишĕн пысăк тав сăмахĕ каланă. Кун йышши мероприятисем культурăна аталантарса пыма, çынсене кăмăл-сипет енчен ырă енне улшăннма пулăшнине каланă. Паллă çынна  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине чысланă. Аса илтерсе хăваратпăр, çак парнене Карен Шахназарова кăçал Шупашкарта халăхсем хушшинче ирттернĕ VI кинофестивальте парса чысламалла пулнă, анчах та парнене фестивалĕн сумлă президенчĕн туянма май килмен, мĕншĕн тесен хаваслă пулăма хупнă çĕре хутшăнайман, Раççей Президенчĕ ирттернĕ пысăк канашлăва çитмелле пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çулта çу уйăхĕн 19-24-мĕш кунĕсенче республикăра  халăхсем хушшинче ирттерекен VII кинофестивалĕн ертӳçи пулма Карен Шахназарова ыйтнă. Сумлă артист сĕнĕве хирĕçлемен. Сăмаха май, Карен Шахназаров Шупашкарта иртекен кинофорум Атăлçи тăрăхĕшĕн пĕртен-пĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулнине асăннă. Ĕçлĕ калаçу хыççăн Михаил Игнатьев «Мосфильм» киноконцерн ĕçĕпе паллашнă. Шупашкарта ирттерекен халăхсем хушшинчи кинофестивале Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2008 çултанпа тытса пырать. 2009 çултан пуçласа кинофестивалĕн сумлă президенчĕ - Карен Георгиевич Шахназаров. Вăл Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, кинорежиссерĕ, «Мосфильм» киноконцернăн тĕп директорĕ. Кинофестивалĕн программа ертӳçи – киносем кăларакан паллă артист, «Ника» Раççей академийĕн академикĕ – Сергей Александрович Лаврентьев. Кашни çул калăпласа ирттерекен пысăк форум тĕрлĕ халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетсе пырса, вĕсен культурисене тарăнрах пĕлсе тĕпчеме май паракан мероприяти пулса тăрать.  Унсăр пуçне тĕп программа киноискусство произведенийĕсенчи чи паллă çĕнĕ йышши, тĕлĕнмелле чаплă киносен вăрттăнлăхĕпе паллашма май парать. Ăна валли çулсерен çĕнĕ проектсем хатĕрлеççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх артистсемпе тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, пресс-конференцисем  тата ытти мероприятисем йĕркелеççĕ. Кинофестивале йĕркелесе янăранпа пурĕ 330 фильм кăтартма май килнĕ. Вĕсенче 220 яхăн ют çĕр-шывсенчен, Раççейрен паллă кино кăларакансем çавăн пекех çамрăк киноçăсем хутшăнма пултарнă.  Яланхиллех киносене, тĕл пулусене çынсене укçасăрах кĕртнĕ. Мĕншĕн тесессĕн мероприятисен тĕп тĕллевĕ халăха кино искусстивине, театра явăçтарса ăна тарăнрах пĕлме вĕрентесси. Шупашкарти халăхсем хушшинче ирттерекен кинофестивалĕн тĕп парни – «Анне» пăхăр статуэтка. Приза Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳкерӳçи Владимир Нагорнов калăпласа хатĕрленĕ. Тĕплĕнрех



25 июля 2013
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter