Мини-футболла вылярěç

Элěк районěнче ЧР патшалăх влаçěн тата вырăнти хăй тытăмлăх органěсен ěçченěсен XII Спартакиадин зонăри мини-футбол вăййисем иртнě. Кěрешÿре Элěк, Красноармейски, Хěрлě Чутай, Етěрне районěсен командисем вăй виçнě.

Мини-футбол вăййисем çивěч те интереслě иртнě, кашниех çěнтерессишěн ăнтăлнă.

Красноармейски районěн командине çěнтерсе, анчах та Етěрнесене выляса ярса, Хěрлě Чутайсемпе пěрешкел балл пухса, Элěк район администрацийěн команди иккěмěш вырăна тухрě. Пěрремěшне етěрнесем тивěçрěç пулсан, виççěмěш вырăнта Хěрлě Чутай районěн команди пулчě.



25 июля 2013
10:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter