Вăрнар районĕ: вǎй хурса ěçлемесěр – тупǎш илеймесěн

Выльǎх-чěрлěх йышлǎ усрамасǎр хуçалǎха малалла аталантарма йывǎр. Çавǎнпа Карл Маркс ячěллě ял хуçалǎх кооперативě выльǎхсене ěрчетессипе тимлесе ěçлет. Паянхи куна хуçалǎхра 1000 пуç мǎйракаллǎ шултра выльǎх шутланать, вěсенчен 228 пуç сǎвакан ěнесем. Патшалǎха сěт, аш-пǎш ытларах сутса тупǎш илес тесен выльǎх-чěрлěхе лайǎх пǎхмалла.

   Çав енěпе Эдуард Абрамовпа Иван Григорьев трактористсем тǎрǎшса ěçлеççě. Вěсем выльǎхсене симěс апатпа тивěçтерсех тǎраççě. Хуçалǎхра   паянхи куна кашни ěнерен     ­­­­14 литр  сěт суса илеççě.



25 июля 2013
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter