Чăваш Енре 2014-2015 çулсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан шкул стадионĕсем хута ямалли проект вăя кĕрет

Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинче спорт резервне хатĕрлемелли тытăма çĕнетесси çинчен сăмах хускатнă, Шупашкарта 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне хатĕрленсе ирттерессине, çĕнĕ спорт объекчĕсем тăвассине, хăшне-пĕрне реклнструкцилессине сӳтсе явнă. Виталий Мутко 2013 çулта республикёри «Ачасемпе çамрăксене шайбăпа хоккейла выляма вĕрентекен 4-мĕш номерлĕ олимп резервĕсен спорт шкулĕ» хушма вĕрентӳ учрежденине тата лаша спорчĕн комплексне реконструкцилеме федераци бюджетĕнчен 35,5 млн. тенкĕ уйăрнине палăртнă. 2015 çулта Шупашкарта Европа чемпионатне хатĕрленсе ирттерме тата «Олимпийский» стадиона реконструкцилеме 60 млн. тенкĕ пăхса хăварнине те асăннă. Шупашкарти Пăр керменне çĕклесе лартма хушма укçа-тенке федерацин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015-2016çулсен бюджетне йышăннă чухне пăхса хăвараççĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче 2014-2015 çулсенче Чăваш Енре шкулсем çумĕнче хальхи вăхăтри стандартсемпе килĕшсе тăракан 10 стадион хута ярасси пирки калаçса килĕшме май килнĕ. Вĕсене валли федераци шайĕнче пĕтĕмĕшле тăкаксен виçине проектпа смета  хучĕсене туса çирĕплетсен палăртма май килĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче юлашки çулсенче Чăваш Республикинче 50 çĕнĕ оъект туса лартнă тата реконструкциленĕ, ку тĕллевпе 3,7 млрд тенке яхăн укçа тăкакланă. Республикăра пĕтĕмпе 3830 спорт сооруженийĕ ĕçлет. Спорт резервĕсене  хатĕрлеме 56 спорт шкулĕ ĕçлет, вĕсенче 30321 спортсмен ăсталăхне туптать. Пысăк спорт валли спортсменсене хатĕрлеме олимп резервĕсен икĕ училищи тата А.Игнатьев ячĕллĕ спортсменсне хатĕрлекен центр ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне республикăра хута янă физкультурăпа спорт комплексĕсене пурне те ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çумне çирĕплетнĕ. 2012 çулта физкультурăпа спорт ĕçне лайăх йĕркелес енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм тĕнчери конкурсра Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче  Чăваш Ен 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. (2008 çулта - 3-мĕш вырăн). Юлашки вăхăтра Чăваш Енре  спорт шкулĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайне ӳстерессипе пысăк утăмсем туни куç кĕрет. Кăçал ку тĕллевпе республика бюджетĕнче 110 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. 2013 çулта ĕç укçин шайĕ вăтамран 62 процент ӳснĕ. Чи çӳллĕ шай – 60 ытла пин тенкĕпе танлашнă..Спортсменсене пысăк спортра  уйрăм çитĕнӳсем тунишĕн тивĕçтерекен премисен виçи 2-3 хут та ӳснĕ.Хальхи самантра республикăран 147 спортсмена Раççей спорт командин шутне кĕртнĕ, вĕсенчен 16-шĕ  сусăрланнă(айăпланнă) уйрăм категорири спортсменсем. 2013 çулта çурла уйăхĕнче Мускавра иртекен çурран чупассипе Чăваш Енрен 6-7 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Юлашкинчен калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев Раççей спорт министрне Виталий Муткона патшалăх тата ĕç тăвакан територисенчи органсенче физкультурăпа спорт тытăмне  тата  Раççей Федерацийĕн спорчĕн юбилейĕ ячĕпе Шупашкарти паллă  АККОНД кондитер фабрики шоколадран ăсталаса кăларнă  футбол мечĕкне парса чыс тунă. Тĕплĕнрех



25 июля 2013
14:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter