Элĕк районĕ: фермăсен тупăшĕ ÿснě

ЧР Министрсен Кабинечěпе район администрацийě пěр-пěринпе çыхăнса ěçлес енěпе 2013 çулшăн тěллевсемпе задачăсене палăртса хунă. Чи малтанах аш-какай производствине 3,11 пин тоннăна, сěте – 25,08 пин, тырра – 15,9 пин, çěр улмие – 31,8 пин, пахча çимěçе 5 пин тоннăна çитермелле.

Пěлтěрхипе танлаштарсан, кăçалхи январь-июнь уйăхěсенче ял хуçалăхěнче аш-какай туса илесси 8,4 процент ÿснě, ку вăл 192,8 тоннăпа танлашать. Сěт туса илесси вара 2012,1 тоннăна çитнě. Кăçалхи çур çулта сěт 2012 тонна (105,6 процент) туса илнě, сěт кашни ěнерен 2492 килограмм (107,9 процент) суса илнě.

Июлěн 1-мěшě тěлне хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучě 11113 пуç шутланать. Вěсен шутěнче 5467 пуç ěне (99 процент), 2156 пуç сысна (103,3 процент).

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийěнчи Чăваш Сурăмěнче ěне выльăх валли ферма хута каймалла, çавна май выльăхсен шутне ÿстерме палăртнă.

Паянхи куна илсен, районта пушă ларакан ферма çурчěсем 31 шутланаççě. Вěсенчен çиччěшне япăх теме çук. Ю. Никифоров хресчен-фермер сěт-çу фермине реконструкцилесе 50 пуç валли хута ярасшăн.

Тырпул пухса кěртнě çěрте «Агросс», «Полесье», «Вектор» маркăллă 33 комбайн ěçлěç. Ял хуçалăх предприятийěсемпе хресчен-фермер хуçалăхěсенче тыр-пула 14,8 пин гектар çинчен пухса кěртмелле. Çěр улми – 920,7 гектар, пахча çимěçсем 80,6 гектар йышăнаççě. Кěрхи тырăсем – 1018 гектар.

Кăçал хуçалăхсем 260 тонна элита вăрлăх туяннă. Çакă çитес çул валли паха вăрлăх хатěрлеме те май парать.

Усă курман çěрсен лаптăкě пěчěкех мар. Шěмшеш ял тăрăхěнче 877 гектар, Крымсарайкăра – 653, Питěшкассинче – 647, Юнтапара – 758, Чăваш Сурăм ял тăрăхěнче 493 гектар йышăнаççě. Çак çěрсене кăçал пусă çаврăнăшне кěртме тěллев лартнă.

Кăçалхи ултă уйăхра районти хуçалăхсем тěрлě йышши бюджетсенчен каялла тавăрса памалла мар йěркепе 23 миллион та 400 пин тенкě субсидии илнě. Çав шутран, 15 миллион та 500 пинне – федераци  бюждетěнчен, 7 миллион та 800 пин тенкине – Чăваш Ен бюджетěнчен.

Çак укçаран ăратлă выльăхсем ěрчетме 2 миллион та 692 пин тенкě уйăрнă, сěт туса илсе тата ăна сутма – 1 миллион та 435 пин тенкě. Субсидин 1 миллион та 388 пин тенки тăпра пурлăхне лайăхлатма каять, элита вăрлăх валли 1 миллион та 765 пин тенкě тăкакланă.

Ял хуçалăх таварěсем туса кăларакансене тěш тырă туса илмешкěн 3 миллион та 760 пин тенкě уйăрса панă, фермер ěçне пуçăнакансене – 1 миллион та 100 пин тенкě.

Июлěн 1-мěшě тěлне илсен, ял хуçалăх предприятийěсенче ěçлекен çынсем 372-ěн шутланаççě. Кашни çын пуçне тивекен вăтам ěç укçи 7610 тенкěпе танлашать. «Агропромышленность комплексне аталантарасси» наци проекчěпе килěшÿллěн харпăр хăй хуçалăхне аталантарма 3613 çын 473,6 миллион тенкěлěх кредит илнě.



25 июля 2013
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter