Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пĕтĕм тĕнчипех паллă «Самбо 70» Вĕренӳ центрĕнче пулнă

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пĕтĕм тĕнчипех паллă «Самбо 70» Вĕренӳ центрне кĕрсе курнă. Центр ертӳçипе Ренат Лайшевпа тĕл пулса калаçнă. Республика Пуçлăхĕ Центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, паян кунта Мускавăн Кăнтăр - Хĕвел анăç енчен тĕрлĕ шкулсенчен  19 пин вĕренекен çӳрет.  Шкул пурнăçĕнчи чи пахи -  вĕренӳпе спорт пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăнура тăни. «Раççей пуласлăхĕ – пирĕн ачасенче» - çакăн пек тĕллевпе пурăнать Центр. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Самбо 70» шкул халăхсем хушшинче иртекен пысăк ăмăртусем валли ăста спортсменсем хатĕрлесе кăларнине асăннă. Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тата вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçре пысăк витĕм кӳнине те уйрăммăн палăртса хăварнă.

Тĕплĕнрех



25 июля 2013
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter