Тăвай районĕ: пресс-центр пĕлтерет

Июлĕн 25-мĕшĕ тĕлне районĕпе 880 гектар çинчи кĕрхи тĕш тырă культурисене вырса çапнă, йĕтемсене 1560 тонна çĕнĕ тырă кĕнĕ. Вăтам тухăç пĕр гектар пуçне 17,7 центнерпа танлашать. “Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕпе Морякова хресчен-фермер хуçалăхĕн ку кăтарту чылай пысăкрах.

Ку вăхăт тĕлне утă пурĕ 3800 тонна (планăн 127 проценчĕ), сенаж 8700 тонна (100 процент) хатĕрлесе хунă. Вĕсенче 1 условнăй выльăх пуçне 18,1 центнер апат единици упранать.

Кĕр аки ирттерме 1900 гектара яхăн çĕр кăпкалатса хатĕрленĕ.



25 июля 2013
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter