Транспорт тытăмĕ, пурăнма кирлĕ виçе...

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнер иртнĕ ларăвне Иван Моторин премьер ертсе пычĕ, унта пĕтĕмпе 15 ыйтăва пăхса тухрĕç.ЧР «Чăваш Республикин транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» /2013-2020 çулсем валли/ патшалăх программи пирки вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский доклад турĕ. Çак программа Чăваш Енĕн транспорт тытăмĕн 2020 çулчченхи аталанăвĕн тĕллевĕсемпе тĕп çул-йĕрне, ку енĕпе ирттерме йышăннă мероприятисене пурнăçа кĕртмелли механизмсене тата ĕç тухăçлăхĕн кăтартăвĕсене палăртать. Вăл хальхи йышши инфратытăм туса хума, халăха асăннă комплекс пулăшăвĕпе ытларах усă курма май парасса, çак тытăмăн тĕреклĕхĕпе хăрушсăрлăхне ÿстерме пултарасса шанаççĕ. Михаил Вячеславович ку программăран мĕнлерех кăтартусем кĕтни пирки те каларĕ. 2020 çул тĕлне 85,3 км тăршшĕ автомобиль çулĕсене юсамалла тата çĕннисене тумалла, ял-хула урамĕсене - 107,7 км тăршшĕ. Транспорт хатĕрĕсен паркне çĕнетмелле, автобус-троллейбус туянмалла. Ку программăна пурнăçа кĕртмешкĕн федераци, республика тата вырăнти бюджетсенчен укçа уйăрĕç.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн - Бюджет, финанссем тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн Анатолий Князевăн ыйту çуралчĕ: ку программа уйрăм çынсен автомашинисен паркĕн ÿсĕмĕ хыççăн ĕлкĕрсе пырайĕ-ши? «Хальхи вăхăтра республикăра кунне 70 автомашина таран регистраци витĕр тухать текен информаци пур», - терĕ Анатолий Пантелеймонович. «Сирĕн ыйтупа программа хушшинче нимĕнле çыхăну та курмастăп», - текен хурава илтсен вице-спикер тĕлĕнчĕ: «Çулсем тунă чухне автомобильсен йышĕ ÿссех пынине тĕпе хумалла мар-им?» Михаил Янковский автомобиль çулĕсен аталанăвĕ ЧР Çул-йĕр фончĕ тытса пыракан программăсемпе çыхăннине, вĕсенче çулсем тăрăх миçе машина иртсе çÿреме пултарнине тата ытти кăтартăва та шутланине каларĕ.

Калаçăва Иван Моторин хутшăнчĕ, халĕ йышăнма сĕнекен çĕнĕ программăра уйрăм çынсен транспорт хатĕрĕсен йышĕ ÿссех пынине те шута илмелле терĕ. Иван Борисович çул-йĕр строительствинче инноваци технологийĕсемпе усă курасси çинче те чарăнса тăчĕ. «Ку енĕпе РФ Правительствин Председателĕн хушăвĕ те пур. Эсир вара кăçал хальхи йышши çĕнĕ технологисемпе 2 лаптăкра усă курасшăн, тепĕр çул - каллех 2, унтан - 3, 4... Паян икĕ участокра çеç усă курма палăртнипе килĕшме пулать ахăртнех, анчах тепĕр 5-7 çултан ун пеккисен шучĕ 25-30 пулмалла. Эсир çулталăкра çĕршер лаптăк тăватăр-юсатăр вĕт», - калаçăва тăсрĕ премьер-министр. Вăл техника паркне вăраххăн пуянлатса пыма палăртнипе те кăмăлсăр пулчĕ. Тĕслĕхрен: программăра çулсеренех 11-шер çĕнĕ троллейбус туянма планланă, автобус - 30-31. Юлашки çулсенче кивелнĕ нумай автобуса шутран кăларнă, эппин, çĕннисене ытларах туянмалла мар-и? Михаил Вячеславович ку цифрăсене транспорт хатĕрĕсемпе усă куракан предприятисен заявкисем тăрăх хатĕрленине пĕлтерчĕ. «Кăтартусене палăртнă чухне предприятисене мĕн кирлине тата йĕркеленнĕ лару-тăрăва шута илмелле», - сĕнчĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.

Иван Моторин ку программăна хатĕрленĕ чухне пысăк хăвăртлăхпа çÿретекен ВСМ-2 «Мускав-Хусан-Екатеринбург» тĕп чукун çулăн - вăл Чăваш Ен территорийĕ урлă иртĕ - строительстви пирки пĕр сăмах та çуккине асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе ĕç ушкăнĕ туса хунă, çĕр лаптăкĕ уйăрасси пирки хушу пур, укçа-тенкĕпе федераци тивĕçтерет. Эппин, çĕнĕ программăна пысăк пĕлтерĕшлĕ çак проекта та кĕртмелле. ЧР Транспорт министерствине «Чăваш Республикин транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» патшалăх программине Финанс министерствин сĕнĕвĕсене, ытти асăрхаттарăва тĕпе хурса хатĕрлесе çитерме, Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче тепĕр хут паллаштарма хушрĕç.

ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен приоритетлă тăкак обязательствисен /вĕсене республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе финанслаççĕ/ переченĕ пирки ЧР финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова каласа кăтартрĕ. Çак шута ЖКХ, шыв тата çул-йĕр хуçалăхĕ, муниципалитетсен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене аталантармалли программăсене пулăшасси, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси, вĕренÿ тата культура кĕреççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн паракан грантсене палăртассин тата тÿлессин, вĕсемпе тĕллевлĕн усă курнине тĕрĕслесе тăрассин йĕркипе культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Алексеева паллаштарчĕ.

Ларура 2013 çулхи иккĕмĕш кварталшăн çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене палăртрĕç - 6226 тенкĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова каланă тăрăх - ку виçе умĕнхи кварталтинчен 4,4% е 265 тенкĕ пысăкрах. Халăхăн социаллă-демографи ушкăнĕсене илес тĕк ку виçе çапларах: ĕçлеме пултаракансемшĕн - 6603 тенкĕ, пенсионерсемшĕн - 5167 тенкĕ, ачасемшĕн - 6162 тенкĕ. «Апат-çимĕç» статьяра тăкаксем уйăхне 104 тенкĕ ÿснĕ, ку апат-çимĕç хакĕсем пысăкланнипе çыхăннă. «Пахча çимĕç мĕншĕн хакланса пырать? Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрсен вăл йÿнелессе шантаратчĕç, пирĕн вара хаксем пысăкланаççĕ?» - ыйтрĕ И.Моторин. «Хаксем пĕлтĕрхипе танлаштарсан ÿсеççĕ. 2012 çулта çĕр улми те, ытти пахча çимĕç те йÿнĕрехчĕ. Кăçал тухăç япăхрах пулни те витĕм кÿрет», - ăнлантарчĕ вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов.

Пурлăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Устенко ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсене промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну, радиохыпарлав, телекурав, информатика, оборона тата ытти тĕллев валли куçарасси пирки пĕлтерчĕ.

Ларура çавăн пекех ытти ыйтăва та сÿтсе яврĕç, Правительствăн маларах тунă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июля 2013
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter