2013-2014 çулсенче хĕллене хатĕрленес тĕлĕшпе актуаллă ыйтусене пăхса тухнă

Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Козак ирттернĕ видео канашлăва хутшăннă.  Канашлăва уçнă май, çĕр-шывăн вице-премьерĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене ЖКХ тытăмĕн ĕçне май килнĕ таран тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Унсăрăн хамăр ума лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçласа пыма йывăртарах пулнине асăннă. Паянхи кун çĕр-шывра коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнишĕн тарифсене вăтам хакран - 12 процентран ытлашши никамах та ӳстерменнине асăннă. Дмитрий Козак коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче тимлекенсене хутса ăшăтмалли тапхăра лайăх  хатĕрленме, кĕркуннепе хĕлле çитсен, пĕр кăлтăк та сиксе тухмалла ан пултăрччĕ,- тесе хушса хăварнă.    Федерацин тарифсен службин ертӳçин çумĕ Сергей Зинченко 2013 çулхи тарифсен хакĕсем çинчен чарăнса тăнă. Сергей Зинченко ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Республикине коммуналлă ресурсемпе усă курнишĕн тарифсене пĕчĕклетме пăхса тухнине уйрăммăн палăртса каланă. Канашлура ăшăпа тата электроэнергипе усă курнăшăн парăмсем ӳсни çинчен те калаçу хускатнă. Раççей Федерацийĕнчи субъектсенчен ПФО регионсем хушшинче ку енĕпе Пермь крайĕ, Чулхула облаçĕ, Мордва тата Марий Эл Республикисем айван пулнине каласа хăварнă.  Канашлу вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев журналистсене 2013-2014-мĕш çулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе ĕçсене паянхи кун тĕлне 65 процента яхăн пурнăçланине палăртнă. «Эпир паян районсемпе хула администрацийĕсен умне авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçлама тĕллев лартнă. Чăваш Ен яланах халăха ăшăпа тивĕçтерессипе ытти регионсенчен малтисен ретĕнче тăрать.  Çĕмĕрлесене хĕллене хатĕрленес ĕçе вăраха тăсмасăр пурнăçлама хушнă. Шупашкар, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисене лайăх ĕçленишĕн ырласа хăварнă. Тĕплĕнрех

 



26 июля 2013
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter