Хĕрлĕ Чутай районĕ: выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, тырă выраççĕ

Июль уйăхĕн юлашки кунĕсене "çавапа çурла тĕл пулнă вăхăт" темелле-ши – ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем вĕçленсе пынă май вырма ĕçĕсем вăй илсе пыраççĕ. Паллах, ял хуçалăхĕнчи калăпăшлă ĕçсене çавапа çурла вăйĕпе пурнăçламаççĕ халĕ – хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче уйсемпе хирсенче çĕнĕ йышши техника шавĕ тăрать...

Уй-хирте – хурçă карапсем

Вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ, йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç. Паянхи кун район уй-хирĕнче 11 комбайн тырă вырать. Июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 800 гектар вырнă, 1654 тонна тырă çапса илнĕ.

"Коминтерн" хуçалăхра 340 гектар çулса тирпейленĕ, 620 тонна çапса тĕшĕленĕ. Гектар пуçне атнарсем 20,1 центнер тухăç илеççĕ. "Нива" хуçалăхра тыр-пула 190 гектартан пуçтарса илме ĕлкĕрнĕ, 540 тонна çапса тĕшĕленĕ, тухăçĕ – гектар пуçне 28,4 центнер. Н.Лисаев фермер хуçалăхĕнче 230 гектар çинчен çулса илнĕ, 414 тонна çапса тĕшĕленĕ. "Свобода" колхозра 20 гектар çинчен вырса илнĕ, 50 тонна тĕшĕленĕ (июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне).

Выльăхсене – тутă хĕл

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тесен районти хуçалăхсен пĕтĕмпе кашни условнăй выльăх пуçне 27 апат единици апат хатĕрлемелле. Выльăхсен шутне кура кашни хуçалăх хăйне валли ĕç планĕ туса хунă. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ палăртнине пурнăçа кĕртсе пырать. Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районĕпе 3259 тонна (112 процент) утă хатĕрленĕ, 6450 тонна сенаж (76 процент) хывнă.

Хăш-пĕр хуçалăхсенче сĕтеклĕ тата утă-улăм йышши апатсем планпа пăхнинчен ытларах та янтласа хунă. "Коминтерн", "Нива", "Свобода" хуçалăхсенче утă, сенаж нумай хатĕрленĕ. Хальлĕхе выльăх пуçне чи нумай апат "Свобода" колхозра янтланă. Унта пĕр условнăй выльăх пуçне 22,9 центнер тивет.

Типĕ çанталăк тăнăран республикăри пур районта та чрезвычайлă лару-тăру пулни пирки пĕлтерсе июлĕн 20-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушу кăларнă. Унччен кун пек лару-тăру республикăри хăш-пĕр районсенче – Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă – пулнăччĕ.

Июнь вĕçĕнчен пуçласа питĕ шăрăх çанталăк тăнăран республикăри тырă акнă лаптăксенчен 22,8 пин гектарĕ (5,2 процент) пĕтнĕ.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районти хуçалăхсем акнă уйсенче шăрăха пула тыр-пул тĕппипех пĕтнĕ лаптăксем çук, хăш-пĕр çĕрте тырă тухăçлăхĕ чакни пирки актсем çырнă. Пирĕн тăрăхра, республикăн кăнтăр районĕсемпе танлаштарсан, çумăр çукаласа тăни тыр-пула пĕтме памарĕ.

Республикăри чрезвычайлă лару-тăру уйрăм хушу тухиччен пырĕ.

А.СЕМЕНОВА, ДМИТРИЕВА.



26 июля 2013
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter