Чăваш Республикинчи вĕренӳ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленеççĕ

Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрленес ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра киввисен вырăнне республикăра пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан çĕнĕ икĕ шкул тăваççĕ - Вăрмар районĕнчи Аслă Пинерте тата Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăтĕнче. Пĕрремĕшĕ, авăн уйăхĕнче хута яма палăртнăскер, 160 ачана йышăнмалăх, теприне юпа уйăхĕнче хута ямалла, вăл 200 вĕренекене тата шкул çулне çитмен 40 ачана йышăнма пултарĕ. Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнчи шкул строительстви тĕлĕшпе аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Ăна 2014 çулхи раштавра туса пĕтермелле, унта 165 вĕренекен пĕлӳ илĕ, шкул çулне çитмен 40 ача çӳрĕ. Çавăн пекех Комсомольски районĕнчи Тукайри тата Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшри шкулсене те реконструкцилеççĕ. Министр республикăра пуçласа пĕрремĕш хут 32 ача садне тĕпрен çĕнетсе юсама 98,4 млн тенкĕ уйăрнине асăннă. Çак ĕçе йĕркелесе ирттерсен, пĕр пин ачан шăпине татса пама ирĕк пулĕ. 2013-2014-мĕш çулсенче çĕнĕ вĕренӳ çулĕ валли шкулсене çĕнетсе ылмаштарма 1,071 млрд тенкĕ уйăрнă.  Михаил Игнатьев муниципалитетсемпе профиль министерствисен ертӳçисене кирлĕ пек ĕçлемен, объектсене хута ярассине тăсса яракан подрядчиксенчен çирĕпрех ыйтма хушнă. Конкурссене ирттернĕ чух, ĕç хучĕсен йĕркине çирĕп пăхăнмаллине каланă. Кăçал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ канмалли куна лекет. Чăваш Республикин Вĕренӳ министерстви хаваслă пулăма авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче ирттерме сĕнет. Михаил Игнатьев шухăша малалла тăсса, кун пек йышăнăва туса хуриччен чи малтанах республикăра пурăнакансенчен, общественноçа тата интернет-сасăлав ирттерме хушнă. Паллах, ашшĕ-амăшĕсемшĕн çĕнĕ вĕренӳ çулне авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçлани аван, кашниех хăйсен ачи патне шкула уява çитсе килме пултарать, тата çитменнине вăл кун канмалли куна лекнĕ май, ĕçрен сăлтавсăр тăрса юлассинчен те нумайăшне пăрать. Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи дисциплина ыйтăвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçин çумĕ - Тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Неонилла Никифорова тата ЧР Министрсен Кабинечĕн Секретариачĕн ертӳçи Александр Краснов сăмах илнĕ. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне тĕрĕслев управленине 1551 тĕрĕслев докуменчĕ килнĕ, вĕсенчен 316-шне тĕрĕслесе тăма йышăннă, 295 документа пурнăçланине кура тĕрĕслемеллисен шутĕнчен кăларнă. Кăçалхи 7 уйăхра Министрсен Кабинечĕн секретариачĕн тĕрĕслевĕнче 3455 хушу пулнă, çав шутран 96% вăхăтра пурнăçланă.   Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пензăра Федерацин Атăлçи округĕнче инвестици климатне лайăхлатас, административлă чăрмавсене чакарас, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас енĕпе ĕçлекен комисси ларăвне хутшăнни çинчен каласа панă. Михаил Бабич полпред ирттернĕ ларăва предпринимательсене пулăшакан пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ институтăн представителĕсем - «Стратеги пуçарăвĕсен агентствин» генеральнăй директорĕ Андрей Никитин тата Предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов хутшăннă. Ытларах калаçу предпринимательсене  çак икĕ инститктпа килĕшсе ĕçлеттермелли ыйтусем тавра пулнă.

 



29 июля 2013
14:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter